+3 °С
Уҫҫӑнах
Раҫҫейре пурӑнакансем гриппа тата ҫивӗч вирус инфекцийӗсемпе час-часах чирлеме пуҫланӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак эрнере чирӗн кӑтартӑвӗ 35,4% ӳснӗ, ҫӗршывӑн 37 субъектĕнче вара вӑл пĕтĕм Раҫҫейри вӑтам шайран пысӑкрах.
Ытларах сарӑлнӑ штамм А (H1N1) - 2009, е Раҫҫейӗн 82 субъекчӗнче палăрнă "сысна грипĕ" пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех медиксем А(H3N2) тата В вирус ҫӗкленнине палӑртаҫҫӗ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, прививка кампанийӗн шайӗнче Раҫҫейӗн 74 млн ытла — ҫӗршыври пӗтӗм халӑхӑн 52% - вакцинӑланнӑ. Пушкӑртра ҫавӑрса илни 49,9 процентпа танлашнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.