

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин рынокра хамăр çĕршыв эмелĕсен тӳпине ӳстерме тата ют ҫӗршыв поставщикĕсен никама пӑхӑнманлӑхне ҫирӗплетме тӗллев лартнӑ. Ҫапла хушнине патшалӑх Пуҫлӑхӗ Калининград облаҫӗнче, Мордовире тата Петербургра ҫӗнӗ фармпроизводство уҫас церемонинче пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухса каланӑ, унта вăл видеоҫыхӑну енӗпе хутшӑннӑ.
"Пирӗн Раҫҫей субстанцийӗсен кӑларӑмне ӳстермелле, шалти рынокра, ҫав шутра регионти препаратсен тӳпине ӳстермелле, ют ҫӗршыври поставщиксен никама пӑхӑнманлӑхне ҫирӗплетмелле, уйрӑмах пирӗншӗн сахал мар йывӑрлӑхсем тӑвакан поставщиксем енчен", - палӑртнӑ Путин.
Ҫак задачӑна татса парас тесен оборудованисене ҫӗнетмелле, ҫӗнӗ производствӑсем тумалла, технологисене лайӑхлатмалла тата наукӑпа тӗпчев лабораторийӗсен кадрсемпе пурлӑхпа техника вӑй-хӑватне ӳстермелле пулнине палӑртнă вӑл. Ҫавӑн пекех ҫак сферӑра ӗҫлекен специалистсене, технологсене тата ытти специалистсене пахалӑхлӑ хатӗрлеме условисем туса памалла.
https://iz.ru/1490950/2023-03-30/putin-poruchil-uvelichit-doliu-rossiiskikh-lekarstv-na-rynke
Сӑнӳкерчӗкĕ: Новости РИА /Сергей Пятаков.