Кун ҫинчен Пушкӑрт правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров кашни эрнере иртекен оперативлӑ канашлура каласа панӑ.
Премьер-министр медицина пулӑшӑвӗн тухӑҫлӑхӗпе пахалӑхне ӳстермелли, наци проекчӗсене пурнӑҫламалли, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетмелли ӗҫ ҫинчен каласа панă. Андрей Назаров 2022 ҫулта сывлӑх сыхлавне аталантарма 104 миллиард ытла тенкӗ янине палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче кӑна 11 пысӑк медицина объекчӗ туса лартнӑ. Премьер-министр каланӑ тӑрӑх, халӑх хушшинче вилӗме чакарма май килнӗ.
- Чир-чӗртен асӑрхаттармалли тата халӑх вилессине чакармалли мерӑсенчен пӗри ҫитӗннӗ халӑхӑн паллӑ ушкӑнӗсене профилактика пӑхса тухассине тата диспансеризацилес енӗпе мероприятисем шутланаҫҫӗ. Пӗлтӗр 1 285 387 ҫынна пӑхса тухнӑ. Тарӑн диспансеризаци 359 пин ытла ҫын иртнӗ, - пӗлтернӗ Пушкӑрт сывлӑх сыхлав министрӗ Айрат Рахматуллин.
Ведомство ертӳҫи "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проектне Пушкӑртра пурнӑҫлани ҫинчен каласа панӑ. Ҫавна пула медицина оборудованийӗсем 17,5 миллиард ытла тенкӗлĕх туяннӑ, ҫавӑн пекех республикӑри ял тата хула халӑхӗ валли медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата унпа усӑ курма май пуррине ӳстерме май панӑ.