

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейри ҫӗнӗ регионсенче ҫитӗннӗ халӑха диспансеризаци ирттерме хушнӑ. Патшалӑх Пуҫлӑхӗ тивӗҫлӗ распоряженине юнкун, майӑн 31-мӗшӗнче правительство членӗсемпе канашлура панӑ.
"Ачасене диспансеризацилес тӗлӗшпе илес пулсан, вӑл ҫителӗклӗ йӗркеллӗ иртрӗ, лайӑх результатсем пачĕ, ҫавӑнпа тепӗр утӑм тумалла, шӑпах ҫитӗннӗ халӑха диспансеризацилемелле", - тенӗ Путин, Татьяна Голикова вице-премьер еннелле ҫаврӑнса.
Президент РФ ҫӗнӗ регионӗсенче тӗпчевсем 300 пин ытла ача иртнине палӑртнӑ.
Канашлу пынӑ май Голикова ку мера тӑватӑ субъектра та кирлӗ пуласса шаннине палăртнă. Вице-премьер правительство кирлӗ ӗҫ туса хӑйӗн сӗнӗвӗсене хатӗрлесси ҫинчен пӗлтернӗ.
https://iz.ru/1521439/2023-05-31/putin-poruchil-provesti-dispanserizatciiu-vzroslogo-naseleniia-v-novykh-regionakh-rf
Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Михаил Климентьев.