Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
13 Июнӗн 2023, 13:43

Врач профессине шанчӑклӑ юлаҫҫӗ

Пишпÿлек районӗнчи тĕп больницӑри медицина работникӗсен Рустемпа Регина Мухаметдиновсен ҫемйи вунӑ ҫул тату пурӑнать.

Врач профессине шанчӑклӑ юлаҫҫӗ
Врач профессине шанчӑклӑ юлаҫҫӗ

Пишпÿлек районӗнчи тĕп больницӑри медицина работникӗсен Рустемпа Регина Мухаметдиновсен ҫемйи вунӑ ҫул тату пурӑнать.

Районти тӗп больницӑри ҫамрӑк та хастар врачсемпе Рустем Рашитовичпа Регина Тагировна Мухаметдиновсемпе çывӑх паллашсан, ҫынсене шӑпа хӑй пӗрлештернине ӗненетӗн. Вӗсен тӗслӗхӗ çакна ҫав тери уҫҫӑн ҫирӗплетсе парать.

— Эпӗ Уфара ҫуралса ӳснӗ. Пулас профессие суйласа илесси çине манӑн аппа, Уфари больницăсенчен пӗринче медицина сестри пулса ӗҫлекенскер, витӗм кӳчӗ пулас, — тет Рустем Рашитович. — Медуниверситетран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2013 ҫулта эпир Регинăпа мӑшӑрлантӑмӑр. Иксĕмĕр те "анестезиологи-реанимотологи" тата "педиатри" специальноҫсем енӗпе ҫулталӑк интернатура иртсе Пишпÿлекри тĕп больницана ӗҫлеме вырнаҫрăмăр. Пилӗк ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗ хыҫҫӑн "Земский доктор" программӑна хутшӑнтăмăр. Столицăна ĕçлеме кайма май пурччĕ те кăмăл пулмарĕ. Ҫапла Пишпÿлек манӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыв пулса тӑчӗ.

2015 ҫулта икӗ врач та неонатологи (тин ҫуралнӑ ачасене реанимацилесси) специальноҫпа хатӗрленӳ курсӗ иртнĕ. Регина Тагировна 2019 ҫултанпа районти больница инфекци кабинечӗн врач-инфекционисчӗ пулса тӑрăшать. Унӑн ковид-пациентсемпе пӗрремӗш линире ӗҫлеме тивнӗ. Вӑл пӗрлехи майпа педиатри (ача-пӑча) уйрӑмӗн врачӗ пулса тӑрать. Ҫемье пуҫлӑхӗ Рустем Рашитович вара, пӗрле ӗҫлекен реаниматолог врачӑн тӗп профессийӗсӗр пуҫне, палиатив пулӑшӑвӗн уйрӑмӗн врачӗнче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет. Ҫапла вара, иккӗшӗн те ӗҫ ҫителӗклӗ.

— Больницӑра ӗҫ условийӗсем лайӑх. Медицина оборудованийӗ пур. Вӑл хальхи, кивех мар-ха, — калаҫӑва хутшӑнать Регина Тагировна. — Пишпÿлекре юласси манӑн кăмăл пулчĕ, эпӗ кунта ҫуралса ӳснӗ вӗт. Юрать-ха, мӑшӑр килӗшрӗ те ман майлӑ пулчӗ. Эпир упӑшкапа ӗҫ коллективӗн обществӑлла тата спортпа культурӑллӑ пур ӗҫне те хутшӑнатпӑр. Отпуск вӑхӑтӗнче Пушкӑртстанри илемлӗ вырӑнсем тӑрӑх ҫӳретпӗр. Пирӗн тӑван ҫӗршыв калама ҫук илемлӗ!

Пишпÿлек районĕн тĕп больницин тӗп врачӗ Марат Фанилевич Абдуллин Мухаметдинов мӑшӑрсем ӗҫлени ҫинчен лайӑх калать. Вӗсене иккӗшне те чылай Хисеп грамотисемпе хавхалантарнă.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Врач профессине шанчӑклӑ юлаҫҫӗ
Врач профессине шанчӑклӑ юлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: