Халӗ Пушкӑртстанра пурӑнакансем, ҫав шутра СВОна хутшăнакансем те, ОМС шайӗнче пурӑнмалли вырӑнти поликлиникӑра психологи пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Ҫакӑ Раҫҫей Сывлăх сыхлав министерстви ӗҫлекен психиатри медицина пулӑшӑвӗ памалли ҫӗнӗ йӗркене ӗҫе кӗртнин кӑтартӑвӗ.
Психолог патне поликлиника регистратури урлӑ ҫырӑнма пулать.
Аса илтеретпӗр, СВОна хутшӑнакансемпе ветерансем «Защитники Отечества" патшалӑх фондӗнче те психологи пулӑшӑвӗ илме пултараҫҫӗ.
Тата медицина психологӗсем Пушкӑртстанра пурӑнакансене ПР Сывлăх сыхлав министерствин Республикӑри психотерапи центрӗнче шанӑҫ телефонӗпе васкавлӑ психологи пулӑшӑвӗ параҫҫӗ: 8 (347) 241-62-85 (талӑкӗпех).
Медицинăпа психологи пулӑшӑвӗн кабинечӗсем ҫинчен тӗплӗнрех — Раҫҫей Сывлăх сыхлав министерствин официаллӑ страницинче пĕлме пулать.
Хӑвӑра сыхлӑр тата ҫакна астӑвӑр: психологи пулӑшӑвӗ — специалистсене пулӑшни кирлине ӑнланса илекен сывӑ ҫыннӑн утӑмӗ.
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан