

Пушкӑртстанри чи аякри ялсенче пурӑнакансем медосмотр иртсе ансӑр специалистсенчен пулӑшу илме пултарччӑр тесе республикӑра мобильлӗ медицина комплексӗсем çÿреҫҫӗ.
"Сывӑ республика — сывӑ регион" акци малалла пырать. Унта куҫса ҫӳрекен сывлӑх центрӗсем, куҫса ҫӳрекен флюорографсемпе маммографсем, куҫса ҫӳрекен ФАПсем, "Хӗрарӑм сывлӑхӗн" модулӗсем, Гумер Куватов ячĕллĕ республикӑри клиника больницин диагностика центрĕпе Республика кардиологи центрӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, тӗрӗслев тÿлевсĕр иртет. Специалистсем патне малтанах ҫырӑнма кирлӗ мар – йышӑнӑва чӗрӗ черетпе ирттереҫҫӗ. Чи кирли, хăвăрпа пӗрле паспорт тата ОМС полисĕ илмелле.
Августри маршручӗсем – Альшей, Пишпÿлек, Дюртюли, Зилаир, Илиш, Калтасă, Кугарчă, Мелеуз, Мияки, Нуриман, Салават, Уфа, Федоровка, Хайбулла тата Чекмагуш районӗсем.
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан