Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
7 Августӑн 2023, 12:31

Радий Хабиров Пушкӑртра авариллĕ ФАПсем хӑҫан юлманни ҫинчен каласа панӑ

Малалла техника модернизацийӗпе кадрсене явӑҫтарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе пырӑпӑр.

Радий Хабиров Пушкӑртра авариллĕ ФАПсем хӑҫан юлманни ҫинчен каласа панӑ
Радий Хабиров Пушкӑртра авариллĕ ФАПсем хӑҫан юлманни ҫинчен каласа панӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров журналистсемшӗн пӗтӗм Раҫҫейри медицинăпа санитари пулӑшӑвӗ тата пуçламăш сыпăк аталанӑвӗн пленум ларӑвӗ пуҫланас умӗн брифинг вӑхӑтӗнче ялти 300 ытла ФАП тăватă çул каялла авариллĕ пулнӑ тесе палӑртнӑ.

"Ытти 400 ФАПра ҫын пулман. Оборудовани, интернет пулман. Ҫавӑнпа вӗсене ҫӗнетме, пурлӑхне лайӑхлатма акцент тунӑ. Тăватă ҫул хушшинче эпир 340 ФАП турӑмӑр. Пирӗн 100 ФАП йӗркене кӗртмелли ҫеҫ юлчӗ. 2024 ҫул тӗлне ҫак ӗҫе вӗҫлетпӗр. Малалла техника модернизацийӗпе кадрсене явӑҫтарассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсемпе пырӑпӑр. Шел пулин те, хальлӗхе пӗр фельдшер икӗ ФАПра ӗҫлет-ха. Аслă ҫула ҫитнӗ фельдшерсен пысӑк ушкӑнӗ халӗ хуллен тухса каять. Ял медицини шӑпах вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать вӗт, ҫавӑнпа та ӑна уйрӑмах тимлӗ пӑхмалла. Паян ку ыйтӑва та сӳтсе явӑпӑр", - тенӗ Радий Хабиров.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-08-07/radiy-habirov-rasskazal-kogda-v-bashkirii-ne-ostanetsya-avariynyh-fapov-3375246

 

Радий Хабиров Пушкӑртра авариллĕ ФАПсем хӑҫан юлманни ҫинчен каласа панӑ
Радий Хабиров Пушкӑртра авариллĕ ФАПсем хӑҫан юлманни ҫинчен каласа панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: