Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
8 Августӑн 2023, 10:43

Радий Хабиров Пушкӑрт медицинине пулӑшнӑшӑн Михаил Мурашкона тав тунă

Регион ертӳҫи хӑйӗн телеграм-каналĕнче каланӑ тӑрӑх, Мурашко ансат мар тапхӑрта министерствӑна ертсе пырать.

Радий Хабиров Пушкӑрт медицинине пулӑшнӑшӑн Михаил Мурашкона тав тунă
Радий Хабиров Пушкӑрт медицинине пулӑшнӑшӑн Михаил Мурашкона тав тунă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Уфана ĕçпе килнӗ Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрне Михаил Мурашкона республикӑри медицина пулӑшӑвӗшӗн тав тунӑ.

Регион ертӳҫи хӑйӗн телеграм-каналĕнче каланӑ тӑрӑх, Мурашко ансат мар тапхӑрта министерствӑна ертсе пырать. Анчах шӑпах ҫак вӑхӑтра ҫӗршыв сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗн кӑшӑлвирус инфекцийӗпе кӗрешес, сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне модернизацилес енӗпе тата пуçламăш сыпăк тытӑмне тухӑҫлӑ ӗҫе йӗркелеме май килнӗ.

"Медицина трансформацине малалла тӑсас, ӑна результатлӑрах, пуринчен ытла — майлӑрах тӑвас тесен пирӗн пӗрлехи пысӑк ӗҫ тумалла", - тесе палӑртнӑ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Радий Хабировăн телеграм-каналӗ.

https://www.bashinform.ru/news/social/2023-08-07/radiy-habirov-poblagodaril-mihaila-murashko-za-podderzhku-meditsiny-bashkirii-3376199

Радий Хабиров Пушкӑрт медицинине пулӑшнӑшӑн Михаил Мурашкона тав тунă
Радий Хабиров Пушкӑрт медицинине пулӑшнӑшӑн Михаил Мурашкона тав тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: