Çичĕ ҫуллӑха палӑртнӑ юсав программи 118 объекта пырса тивет.
Модернизацие Кувыкин урамӗнчи 2-мĕш ача-пӑча поликлиникин корпусӗнчен пуҫлаҫҫӗ. 2024 ҫулта иртекен тĕп юсав хыҫҫӑн 9 пин пӗчӗк пациент хӑтлӑ условисенче медицина пулăшăвне илме пултараҫҫӗ. Поликлиникӑна юсассине малтанлăха 60-70 миллион тенке хакланӑ.
Регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Уфа поликлиникисене ҫӗнетме пулӑшмаллине палӑртнӑ: сӗтел-пукансемпе оборудованисене улӑштарма - 700 ытла единица туянма, пӳлӗмсене йӗркене кӗртме палӑртнӑ.
2024 ҫулта республика программӑна пурнӑҫлама ҫур миллиард тенкӗ ярать, 2025 ҫултан пуҫласа вара ҫулсерен 1,5 миллиард тенкӗ яма палӑртать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: https://t.me/radiyhabirov
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-12-01/radiy-habirov-otsenil-modernizatsiyu-ufimskih-poliklinik-v-8-mlrd-rubley-3547203