Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
26 Декабрӗн 2023, 11:34

Уфа хирургӗ ҫар ҫыннисен ӳчӗн сиенленнӗ пайӗсене ҫӗнӗрен тӑвать

Пушкӑрт медикĕсем, хӑйсен професси тивӗҫне хастар пурнӑҫласа, СВО зонӑри аманнӑ боецсен пурнӑҫĕсене ҫӑлса хӑвараҫҫӗ.

Уфа хирургӗ ҫар ҫыннисен ӳчӗн сиенленнӗ пайӗсене ҫӗнӗрен тӑвать
Уфа хирургӗ ҫар ҫыннисен ӳчӗн сиенленнӗ пайӗсене ҫӗнӗрен тӑвать

Пушкӑрт медикĕсем, хӑйсен професси тивӗҫне хастар пурнӑҫласа, СВО зонӑри аманнӑ боецсен пурнӑҫĕсене ҫӑлса хӑвараҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри - Уфари больницӑсенчен пĕрин тĕп врачĕ. Ноябрь уйӑхӗнче вӑл шухăш йышӑннӑ та РФ Оборона министерствипе контракт ҫине алӑ пуснӑ. Халӗ вăл СВО зонинче, ҫарпа хирти госпитальте ӗҫлет. Уфа хирургӗ ҫар ҫыннисен ӳчӗн сиенленнӗ пайӗсене ҫӗнӗрен тӑвать.
ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, малти линире халӗ республикӑри медицина роти те пур. Унӑн йышӗнче - тӗрлӗ специальноҫлă специалистсем. Пушкӑрт медикĕсем Красный Лучра мирлӗ халӑха ҫаплах пулӑшаҫҫӗ. ЛНРта 18-мӗш смена ӗҫлет ӗнтӗ. 2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа вӗсем 117 пин ытла пациент йышӑннӑ, 90 пин ытла тӗрӗслев ирттернӗ.
"Эпир хамӑрӑн медицина работникӗсемпе мăнаçланатпӑр, вӗсем пирӗн боецсен пурнӑҫне талӑкӗпех малти линире ҫӑлса хӑвараҫҫӗ!— - палӑртнӑ ПР Сывлăх сыхлав министерствинче.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби.
https://www.bashinform.ru/news/svo/2023-12-26/mediki-iz-bashkirii-spasayut-zhizni-ranenym-boytsam-v-zone-svo-3581886

 

 

Уфа хирургӗ ҫар ҫыннисен ӳчӗн сиенленнӗ пайӗсене ҫӗнӗрен тӑвать
Уфа хирургӗ ҫар ҫыннисен ӳчӗн сиенленнӗ пайӗсене ҫӗнӗрен тӑвать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: