Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
11 Кӑрлач , 12:00

Медицина кадрӗсем хальхи вӑхӑтра ылтӑнпа танлашаҫҫӗ

Пишпÿлекри Татьяна Николаева врач-рентгенолог ҫынсене пулӑшма май пуррине пула медицина сферине суйласа илнĕ.

Медицина кадрӗсем хальхи вӑхӑтра ылтӑнпа танлашаҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн районти тӗп больница 2023 ҫулта çамрӑк специалиста, врач-рентгенолога Татьяна Васильевна Николаевана савӑнӑҫлӑ кӗтсе илнӗ.
Татьяна 1998 ҫулта Пишпÿлекре ҫуралнӑ. Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн медицина факультетне вӗренме кӗме шут тытнӑ.
— Тӳррипе каласан, 11-мĕш класс хыҫҫӑн аслă шкула суйласа илесси маншăн пысӑк ыйту пулчĕ. Хӑвӑн пурнӑҫӑн пысӑк пайне халалланӑ профессипе паллашма йывӑр, вӑл сана килӗшӗ-ши? Эпӗ медицинӑна суйласа илтĕм, мӗншӗн тесен ӑна сумлă, хисеплекен, лайӑх тӳлекен ĕç тесе шутларӑм, паллах, тата ҫынсене пулӑшма май пуртан. Пушкӑрт патшалӑх медицина университетне вӗренме кӗме мана район администрацийӗ пулӑшрӗ — тӗллевлӗ направленипе вӗрентӗм, тавтапуҫ ӑна ҫавӑншӑн, - каласа парать Татьяна.
2021 ҫулта Татьяна Уфари патшалӑх медицина университетӗнчен "Педиатрия" специальноҫпа вӗренсе тухнӑ. 2023 ҫулта ординатурӑна ӑнӑҫлӑн вӗренсе тухнӑ та "Рентгенология" специальноҫпа аккредитаци иртнӗ.
Университетран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Татьяна Николаева Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑра хӑйӗн ӗҫлĕ çулне пуҫланӑ.
— Больницӑра ӗҫ, чăннипе те килӗшет. Коллектив туслӑ, ӑнланакан çынсем, ертÿçĕсем те лайăх , — палӑртать Татьяна.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Татьяна Николаеван архивӗнчен.

Медицина кадрӗсем хальхи вӑхӑтра ылтӑнпа танлашаҫҫӗ
Медицина кадрӗсем хальхи вӑхӑтра ылтӑнпа танлашаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: