Пушкӑртстанри Сывлăх сыхлав министерстви "Наставничество шкулӗ" поликлиникӑра ӗҫлекенсене вӗрентекен семинар йӗркеленӗ. Мероприятире медосмотрсемпе диспансеризаци ӑнӑҫлӑ йӗркелемелли методикӑсене, ҫавӑн пекех пациентсене юн ҫаврӑнӑшӗн тытӑмӗпе, онкологипе тата сахӑр диабечӗпе диспансер сӑнавне ирттермелли кӑткӑслӑхсене пӑхса тухнӑ.
Семинар пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫамрӑк специалистсене хальхи методикӑсене ӗҫе кӗртмелли практика опычӗпе усӑ куракан тата поликлиникӑри ӗҫ процесне йӗркелемелли ыйтусенче лайӑх палӑракан наставниксене ҫирӗплетнĕ, пĕлтернĕ ведомствӑра.
Сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Сывлăх сыхлав министерстви.