Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
5 Нарӑсӑн , 11:25

Путин Тулӑри онкодиспансер сотрудникӗн хӗрне компьютер тата упа парнеленӗ

#владимирпутин

Путин Тулӑри онкодиспансер сотрудникӗн хӗрне компьютер тата упа парнеленӗ
Путин Тулӑри онкодиспансер сотрудникӗн хӗрне компьютер тата упа парнеленӗ

#владимирпутин

Владимир Путин февралӗн 2-мӗшӗнче патшалӑх Пуҫлӑхне хӑнана чӗннӗ Тулари онкодиспансерӗн ӗҫченӗн хӗрне, Полина Швецована ача компьютерĕпе плюш упа парнеленӗ.

Хӗрачаран Раҫҫей президенчӗ мӗн ятлӑ пулни ҫинчен ыйтнă, вӑл тӗрӗс хурав панă.

Полина Путина вылямалли мулкача "Çентерÿ валли" парнеленӗ.

"Пирӗн те парнесем пур. Аму ирӗк парсан, ача компьютерне парнелетӗп", — тенӗ Путин.

Хӗрача амӑшӗ килӗшнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Путин парнеленĕ компьютерпа расписани тӑрӑх усӑ курма сӑмах пама ыйтнă. Ҫавӑн пекех  хӗрачана тетте — плюш упа парнеленӗ.

Маларах çак кун Путин Тула хулинче пулнă чухне видеоконференци çыхăнăвĕ йӗркипе ҫӗнӗ онкологи центрӗсем уҫасси ҫинчен пӗлтернӗ.

Каярахпа Путин Тула облаҫӗнчи клиника онкологи диспансерӗн сотрудникӗ патĕнче хӑнара пулнă. Вӑл медикпа тата унӑн ҫемйипе пӗр курка чей ӗҫнӗ, ҫавӑн пекех панулми пастилипе тата пĕремӗкпе хӑналаннӑ.

Сăнÿкерчĕкĕ: http://kremlin.ru/events/president/news/73372

https://iz.ru/1644277/2024-02-03/putin-podaril-kompiuter-i-medvedia-docheri-sotrudnika-onkodispansera-iz-tuly

 

 

Путин Тулӑри онкодиспансер сотрудникӗн хӗрне компьютер тата упа парнеленӗ
Путин Тулӑри онкодиспансер сотрудникӗн хӗрне компьютер тата упа парнеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: