Куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗ, ҫирӗплетнӗ график тӑрӑх Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн стационарнӑй ФАП ҫук районти халӑх пурӑнакан пунктсене тухса каять. Исякай ялӗнче пурӑнакансем куҫса ҫӳрекен ФАП пахалӑхне чи малтан хакланă. Ҫавӑн пекех мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗ Набережнăй, Боголюбовка, Разаевка, Ситекпуç ялĕсене тухса ҫӳренӗ. Куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчĕ килесси ҫинчен ҫынсене маларах пӗлтереҫҫӗ. Кустӑрма çинчи ФАПăн тӗп функцийӗ - профилактика тӗрӗслевӗсем ирттересси. Унта ялсенче пурӑнакансен артери пусӑмне виҫме, электрокардиограмма тума, анализсем пама, хӗрарӑмсен — акушер тишкерӗвне иртме май пур. Кӗҫех мобильлĕ ФАП районти ытти ялсенче те пулать.
Ирина ФОМИНА.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район тĕп больницин главнăй врачĕн Марат Абдуллинăн социаллă сетьри страницинчен.