"Урал" компанийӗ Пушкӑртстанра хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫӗн экологи тӗлӗшӗнчен таса, чӑн-чӑн продукцине тӗпе хурса биодобавка тӑвӗ.
Инвестор ӑна импорта улӑштарас шайра патшалӑх пулӑшӑвӗн мери пулса суту-илӳ тумасӑр уйӑрса панӑ ҫӗр лаптӑкне арендӑна памалли договор тунӑ.
– Инвестор ҫыннăн иммун системине экологи тӗлӗшӗнчен таса, натураллӑ, пыл хурчӗсен продукцине тирпейлесе хатӗрленӗ продукцие аталантармалли продукци производствине вырнаҫтарма палӑртать. Проекта пурнӑҫлама хывнӑ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗ 614 млн тенкӗпе танлашать. Проекта пурнӑҫланӑ май пирӗн специалистсем Уфа районӗнчи ҫӗр лаптӑкне инвестор валли суйласа илнӗ, йывӑрлӑхсем пуррипе тата инженер сечӗсемпе ҫыхӑнтармалли точкăсем пуррипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, - ӑнлантарнă Пушкӑрт Республикин Аталану корпорацийӗн генеральнӑй директорӗ Наиль Габбасов.
Инвестици проектне Аталану корпораци пулӑшнипе республика пуҫлӑхне "Инвестчас" ларӑвӗн шайӗнче тӑратнӑ, ун хыҫҫӑн проекта регион приоритетлӑ инвестици проекчӗсен переченьне кӗртнӗ, патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли мерӑсем панӑ.