Çутă çул
+23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
14 Майӑн , 11:28

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнă

Пушкӑрт Республикин Медицинӑпа СПА енӗпе ĕҫлекен уҫӑ Чемпионатӗнче пирӗн район чысне Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн пӗрремӗш категоринчи медицина сестри, нумай ҫул хушши ӗҫлекен Инна Федотова массаж ӑсти хÿтĕленĕ.

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнă
Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнă

ВДНХ-ЭКСПО площадкинче илемлӗхпе сывлӑх индустрийӗн ҫулленхи "Золотая куница" уҫӑ конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал конкурс 23-мĕш хут иртет ӗнтӗ, ăна Пушкӑртстанăн тӗп хули 450 ҫул тултарнине халалланӑ.
Пушкӑрт Республикин Медицинӑпа СПА енӗпе ĕҫлекен уҫӑ Чемпионатӗнче пирӗн район чысне Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн пӗрремӗш категоринчи медицина сестри, нумай ҫул хушши ӗҫлекен Инна Федотова массаж ӑсти хÿтĕленĕ. Пӗрремӗш тур кӑтартӑвӗсем тӑрӑх вӑл 20 ытла хутшӑнаканпа пӗрле Чемпионат финалне ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Финалта конкурсантсем массажӑн тӗрлӗ тӗсӗсене кӑтартса панӑ: медицина массажне, ҫын массажне, йывӑр ҫынсен массажне, коррекци массажне, пыл СПА, мăйпа ҫуха зонин массажӗсенче ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курнине. "Медицина массажӗ" категоринче Инна Федотова II вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсем палӑрнӑ, унта Инна "Виртуозлă пурнӑҫласси" номинацире Чемпион пулса тӑнӑ.
Массаж Чемпионатне йӗркелекенсем "Пушкӑрт Республикинчи массажистсен Ассоциацийӗ" тата "Массаж технологисен центрӗ" АНО ДПО пулнă.
Унта хутшӑнакансене шоу-программа, мастер-классем тата ӗҫлӗ тӗлпулусем кĕтнĕ, унта конкурсантсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашнӑ, хӑйсен ӗҫӗн результачӗсене каласа панӑ. Масштаблӑ конкурс малалла професси ӳсӗмне хутшӑнакансене пурне те хӑватлӑ хавхалану парнеленӗ.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнӳкерчӗкӗ: Инна Федотован архивӗнчен.

 

 

Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнă
Чемпионат ҫӗнтерӳҫи пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: