Екатерина Чернова хӑйӗн юратнӑ ӗҫне нумай ӑс-хакӑлпа вăй-хал парать, ун вырӑнне вӑл пациентсен юратăвĕпе тав тунине илет.
Медицина сестри профессийӗ — çынлăх профессийĕ. Ҫак сферӑра ӗҫлеме ытти ҫынсене пулӑшас шутпа килни тата пысӑк кӑмӑл пурри ҫеҫ пултарать. Чӑн-чӑн медсестра - ҫынсене тата хӑйӗн ансат мар ӗҫне юратакан ангел. Пациентсем сываласси шӑпах вӗсен хутшӑнӑвӗнчен, тимлӗхӗнчен, ырӑ чӗринчен килет вӗт.
Екатерина Витальевна Чернова медицинӑра ҫирӗм ҫул ытла ӗҫлет. Унӑн професси ҫулӗ икӗ пинмĕш ҫулсенче пуҫланнӑ. Вӑл чылай кӑткӑс, анчах ырӑ кӑмӑллӑ профессие суйласа илнӗ, ҫав професси унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗн ӗҫӗ пулса тӑнӑ.
Екатерина Пишпÿлек районӗнчи Пăслăк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Кунта вӑл вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, унтан Пелепейри медицина училищине вӗренме кӗнӗ. Фельдшер профессине алла илсен, ӑна Биккул ялне ӗҫлеме янă. Унта кӑштах вӑхӑт ӗҫленӗ хыҫҫӑн Приютово куҫнӑ, 2001 ҫултан пуҫласа 2004 ҫулччен реанимаци уйрӑмӗнче медицина сестри пулса Медицинӑпа санитари чаҫӗнче ӗҫленӗ. 2010 ҫулта декрет отпускӗ хыҫҫӑн Екатерина Пишпÿлек районӗнчи больницӑна архивариусра ӗҫлеме тухнӑ. 2012 ҫулта участокри медицина сестрине куҫнӑ. Ҫак постра вӑл паянхи кунччен ӗҫлет. Екатерина кашни пилӗк ҫулта квалификацие ҫирӗплетме аттестаци иртет. Медицина сферинче нумай ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫленине пула вӑл нумай пулмасть аслӑ категорине илнӗ.
Екатерина каланӑ тӑрӑх, ӑна пӗтӗм пурнӑҫ ӗҫне суйласа илме ашшĕ пулӑшнӑ.
— Мӗн ачаранпах мана атте медсестрана вӗренме каятӑн, тетчĕ. Ытти профессисене эпӗ пӑхман та. Вӗренме мана хама та питӗ килӗшетчӗ, халӗ те шӑпах ҫак профессие суйласа илнӗшӗн ӳкӗнместӗп. Фельдшерта, реанимаци сестринче ӗҫленӗ, халӗ - участокри медсестра. Ӗҫ мана питӗ килӗшет, ӑна "от" и "до" пӗлетӗп. Кашни кун ирпе пыратӑп та ӗҫ кабинетне хатӗрлетӗп, информацие сӑнатӑп, карточкӑсем илсе килетĕп. Хӑш чухне врачпа пӗрле чирлисем патне килĕсене тухса каятпăр, ФАПсенче диспансеризаци ирттеретпӗр, прививка, флюорографи тăватпăр тата ытти те, — каласа парать Екатерина хӑйӗн ӗҫ кунӗ ҫинчен.
Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче больницӑна ҫамрӑк медсестрасен пӗр ӑрӑвӗ кӑна мар килнӗ, нумайӑшӗшӗн вӑл наставник пулнӑ, ҫамрӑк специалистсене малалла та пулӑшать.
Екатерина Витальевнана районта пурӑнакансем нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ, вӗсенчен вӑл тав сӑмахӗсене ҫеҫ илтет.
— Пирӗн участокри врач Эльмира Амировна Файзуллина, унпа пӗрле Екатерина Витальевна Чернова медсестра ӗҫлет. Вӗсем иккӗшӗ те яланах ырă кӑмӑллӑ та уçӑ чĕреллĕ. Йышӑнӑва кӗнӗ чухне вӗсем пур ыйтусемпе те ӑнлантараҫҫӗ. Эпӗ вӗсене тӑрӑшнӑшӑн тата пулӑшнӑшӑн ҫав тери тав тӑватӑп, — палӑртать Ситекре пурăнакан Мария Иванова.
Медсестра ӗҫне Хисеп хучӗсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе пӗрре мар паллӑ тунӑ. Вӗсенчен юлашки — район администрацийӗн должноҫри ӗҫсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн тата Пишпӳлек районӗн сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнче тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Хисеп грамоти.
- Екатерина — яваплӑ та дисциплинӑллӑ работник. Ӗҫ вырӑнӗнче унӑн яланах йӗркеллӗ. Вӑл ӗҫ саманчӗсене йӗркелеме пӗлет. Вӑл ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ. Хӑйӗн службӑри тивӗҫӗсене тӗплӗ те яваплӑ пурнӑҫлать, - хӑйӗн шухӑшне каласа парать Пишпÿлекри тĕп больницан аслă медицина сестри Светлана Федоровна Хикматова опытлӑ специалист ҫинчен.
Екатерина хӑйӗн юратнӑ ӗҫне чун-хавалӗпе вӑй-халне нумай парать, ун вырӑнне вӑл пациентсенчен юратнипе тав тунине илтет.
Паллах, медицина служби вӑхӑтпа вӑя нумай туртса илет. Ҫапах та Екатерина хӑй валли те, ҫемйи валли те вăхăт тупма тата халаллама ӗлкӗрет. Пурнӑҫ вӑл ӗҫ кӑна мар, юратнӑ ӗҫ пулсан та. Ӗҫре пысӑк йывӑрлӑх пулнӑ пулин те, килте вӑл — чаплӑ арӑмпа амӑшӗ. Мӑшӑрӗпе Александрпа ҫирӗм ҫул ӗнтӗ алла-аллӑн тытӑнса пĕр-пĕрне ăнланса пурӑнаççĕ. Вӑл Пишпÿлекри РЭС начальникӗ. Вӗсем виҫӗ ача пӗрле пӑхса ӳстереҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ Павел нефть университечӗн иккӗмӗш курсӗнче вӗренет, Арсений ывӑлӗ - 10-мĕш класра вӗренет, кӗҫӗн хӗрӗ виҫҫӗмӗш класра вӗренет. Екатерина мӑшӑрӗпе, ачисемпе телейлӗ, вӗсем ӑна тӑрӑшулăхпа тата юртупа ҫеҫ хупӑрласа тӑраҫҫӗ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.