Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
16 Майӑн , 15:36

Пушкӑртра Китайăн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ

Килӗшӳ йӑлана кӗнӗ Китай медицини енӗпе пӗрлӗхлӗ ӗҫлессине аталантарма палӑртать.

Пушкӑртра Китайăн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ
Пушкӑртра Китайăн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ

Предпринимательлӗх тата туризм министрӗн ҫумӗ Ильнур Тактаевăн тата Ляонин провинцин коммерци управленийӗн начальникӗн заместителӗ Чжан Вэйдунăн тӗлпулăвĕ Пушкӑртстанри делегаци КНР пырса кайнӑ шайра иртнӗ, правительство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх.
Енсем ӗҫ хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетес тата пӗрлӗхӗн анлӑлатас ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Ильнур Тактаев инвесторсемпе предпринимательсене республикӑра инвестици политикине пурнӑҫлакан мерӑсем ҫинчен каласа панă. Чжан Вэйдун икӗ енчен те интересленнине палӑртнă, малашлӑх ҫул-йӗрсене палӑртнă.
Партнерсем ҫӗршывсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне ӳстерме каякан бизнес-миссипе онлайн-тӗлпулусем йӗркелесси ҫинчен калаҫса татӑлнă.
Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанри Предпринимательлӗх тата туризм министерстви, ПР Медицина палати тата пӗтӗм тӗнчери федерацин професси комитечӗ Китайри йӑлана кӗнӗ медицинин обществи хушшинче мӗн тума шутлани ҫинчен калакан протокола алӑ пуснӑ. Килӗшӳ йӑлана кӗнӗ Китай медицини енӗпе пӗрлӗхлӗ ӗҫлессине аталантарма палӑртать.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Правительстви.
https://resbash.ru/news/zdorove/2024-05-16/v-bashkirii-budut-razvivat-traditsionnuyu-kitayskuyu-meditsinu-3768665

 

Пушкӑртра Китайăн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ
Пушкӑртра Китайăн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: