Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Медицина
16 Июнӗн , 09:06

Хӗрарӑм сывлӑхне сыхлать

Пишпӳлек районӗнчи тӗп больницӑн смотровой кабинечӗн акушерки Людмила Семеновна Романова хӗрарӑм сывлӑхӗн хуралӗнче 33 ҫул тӑрать.

Хӗрарӑм сывлӑхне сыхлать
Хӗрарӑм сывлӑхне сыхлать
Пишпӳлек районӗнчи тӗп больницӑн смотровой кабинечӗн акушерки Людмила Семеновна Романова хӗрарӑм сывлӑхӗн хуралӗнче 33 ҫул тӑрать.
Акушерка ахаль професси мар, вӑл мисси. Вӗсене пула мӗн чухлӗ хӗрарӑм хӑйӗн сывлӑхне упраса хӑварнӑ, тӗнчере мĕн чухлӗ ҫын ҫуралнӑ.
Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑри смотровой кабинетӗнче опытлӑ акушерка Людмила Семеновна Романова ӗҫлет. Хӗрарӑмсен чирĕсен пуҫламӑш диагностикинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн шӑпах вăл йышăнать.
Людмила Семеновна Пăслăк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкултан вӗренсе тухсан медицина енĕпе вĕренме кӗме шут тытнă, мӗншӗн тесен ун ҫинчен ачаранпах ӗмӗтленнӗ. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ытти профессисене пӑхман та вӑл. Набережные Челны хулинчи медицина колледжне "Акушер ӗҫӗ" специальноҫпа ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе тӑван ялне таврӑннӑ, унта вырӑнти ФАПра специальноҫпа вӑтӑр ҫул ӗҫленӗ. 2020 ҫулта ӑна, опытлӑ акушера, районти больницӑна куҫарнӑ, унта вӑл паян кунчченех ӗҫлет. Ҫӗнӗ ӗҫре Людмила Семеновна хӑвӑрт вӗренсе ҫитнӗ.
Акушеркăн, уйрӑмах ял ҫӗрӗнче, професси пӗлӗвӗсемпе хӑнӑхӑвӗсӗр, яваплӑхсӑр пуҫне, хӑйне уйрӑм пахалӑхсем, ӑшӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен, ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Унӑн тивӗҫне хӗрарӑмсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси кĕрет. Кашни кун сакӑр сехетрен пуҫласа вӑл пациенткӑсене йышӑнма тытӑнать. Акушеркӑн тӗп тӗллевӗ - тӗрлӗ гинекологи чирӗсене иртерех тупса палӑртас тӗллевпе хӗрарӑмсене профилактика туса пӑхса тухасси.
Профосмотрсем, анализсем, медосмотрсем, документсемпе ӗҫлени — Людмила Семеновнан куллен мӗн тунин пӗчӗк переченĕ кӑна ку. Опытлӑ, профессиллӗ акушер, вӑл хӑйӗн ӗҫне ҫӑмӑллӑнах тӑвать.
Смотровой кабинечӗн акушерки кӑмӑллӑ, питӗ туслӑ, яланах пуринпе те кӑмӑллӑ. Ӑна пациентсем этемле пӑхнӑшӑн тата сисӗмлӗ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ.
Людмила Семеновна телейлӗ арӑм, амӑшӗ тата кукамăшĕ-асламӑшӗ. Мӑшӑрӗ, Алексей Иванович, шкулта автобус водителӗ пулса ӗҫлет. Унпа пӗрле вӗсем Екатерина хĕрпе Роман ывӑлне пӑхса ӳстернӗ. Вӗсен кашнин хӑйсен ҫемйисем пур ӗнтӗ. Набережные Челны хулинче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшне икӗ мӑнук парнеленӗ. Вӗсен ҫемйинче тӑрӑшни, хисеплени, юратупа савӑнӑҫ хуҫаланать.
Людмила Семеновна медицина работникӗ пулма шут тытнӑранпа нумай ҫул иртнӗ ӗнтӗ, вăл уншӑн пӗр тумлам та ӳкӗнмест. Коллектив ӑна профессионализмшӑн, хӑйне шеллеменшӗн хаклать. Акушерствӑра ӗҫлекен медработниксен тимлӗх, сӑнав, хӗрхенӳ, яваплӑх пахалӑхӗсем пулмалла. Людмила Семеновнан шӑпах çак пахалӑхсем пур. Ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн ӑна район тата республика пĕлтерĕшлĕ тав хучӗсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе наградӑланӑ.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Неля Сабахова.
 
Хӗрарӑм сывлӑхне сыхлать
Хӗрарӑм сывлӑхне сыхлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: