Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
16 Июнӗн , 09:03

Июнӗн 16-мӗшӗ - Медицина ӗҫченӗсен кунӗ!

Сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ медицина ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем! Сире професси уявӗпе саламлатпӑр!

Июнӗн 16-мӗшӗ - Медицина ӗҫченӗсен кунӗ!
Июнӗн 16-мӗшӗ - Медицина ӗҫченӗсен кунӗ!
Сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ медицина ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатпӑр!
Медик ӗҫӗ хаксӑр. Хӑвӑра ҫав тери ырӑ та кирлӗ ӗҫе халалласа эсир ҫынсене чи кирли — сывлӑх парнелетĕр, пурнӑҫ, лайӑх та телейлӗ тӑватӑр. Пысӑк профессионализм кӑтартса, хӑвăра шеллемесӗр, хӑвӑр вӑхӑтӑра парса кирлӗ пулӑшу ҫынсене паратăр. Эсир Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансенчен пысӑк хисепе тивӗҫлӗ.
Паян сывлӑх сыхлав тытӑмӗнче ӗҫлекенсене пурне те саламлатпӑр. Врачсене, фельдшерсене, специалистсене, медсестрасене тата техника персоналне, ҫын сывлӑхне ҫирӗплетес тата упрас ӗҫе хӑйсен тӳпине хывакансене пурне те. Сирӗн пархатарлӑ ӗҫе малалла тӑсма шутланӑ ҫамрӑк специалистсен тӗслӗхӗ пулса тӑракан ветерансене уйрӑм саламлатпăр.
Хисеплӗ медиксем! Сире ӗҫшӗн тата ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнӑшӑн чӗререн тав тӑватпӑр! Сире кашнине ырлӑх, сывлăх тата професси енӗпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатпӑр!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.
 
Июнӗн 16-мӗшӗ - Медицина ӗҫченӗсен кунӗ!
Июнӗн 16-мӗшӗ - Медицина ӗҫченӗсен кунӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: