Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
31 Июлӗн , 10:08

"Сывлӑх поезчӗ" малалла ĕçлет

Июлӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 7-мӗшӗччен Пишпÿлек районӗнче "Сывлӑх поезчĕ" ӗҫлет.

"Сывлӑх поезчӗ" малалла ĕçлет
"Сывлӑх поезчӗ" малалла ĕçлет

Июлӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 7-мӗшӗччен Пишпÿлек районӗнче "Сывлӑх поезчĕ" ӗҫлет. Ҫак проекта 2019 ҫулта Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе пуҫарнӑ, ăна халӑх пурӑнакан инҫетри вырӑнсенчи ҫынсене квалификациллӗ медицина пулӑшӑвне пама туса хатĕрленĕ. Ҫак вӑхӑтра "Сывлӑх поезчӗсем" ҫулсерен Пишпÿлек районне килнĕ, ҫавна пула пирӗн районта пурӑнакан пин-пин ҫын хальхи оборудованипе тĕрĕслев иртме, ҫавӑн пекех профиль специалисчӗсен консультацине илме пултарнă.

Июлĕн 30-мĕшĕнче "Поезд" Демскине ҫитсе чарӑннă. Унӑн ӗҫӗпе паллашма район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Данилов килнĕ. Ялсемпе халӑх пурӑнакан ҫывӑхри вырӑнсенче пурӑнакансемпе сывпуллашса, вӑл "Сывлӑх поезчӗ" проект вӗсенчен нумайӑшне райцентра тухмасӑрах хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетме май парасса шанать.

 

Малалла "Сывлӑх поезчӗн" маршручĕ: Демский (июлӗн 30-31-мĕшĕсем), Кăркан (августӑн 1-2-мĕшĕсем), Каминке (августăн 5-мĕшĕ), Ермолкин (августăн 6-7-мĕшĕсем).

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

"Сывлӑх поезчӗ" малалла ĕçлет
"Сывлӑх поезчӗ" малалла ĕçлет
"Сывлӑх поезчӗ" малалла ĕçлет
"Сывлӑх поезчӗ" малалла ĕçлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: