Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
10 Октябрӗн , 12:37

Ачасем шӑл тухтӑрне юратаҫҫӗ

Ача-пӑча врач-стоматолог Елизавета Устинова профессионаллӑ лайӑх хӑнӑхусемпе стресс шайлашулӑхӗпе палӑрса тӑрать.

Ачасем шӑл тухтӑрне юратаҫҫӗ
Ачасем шӑл тухтӑрне юратаҫҫӗ
"Пирӗн пур ҫӗрте те врачсем ҫитменни палӑрать. Ку питӗ çивĕч ыйту. Шкулсенче эпир ҫулсерен ҫӗнӗ стоматкабинетсем уҫатпӑр, вӗсене ют ҫӗршыври хаклӑ техникӑпа пуянлататпӑр. Вӗсене пурне те врачсемпе комплектламалла тата ахаль тӑмалла мар", — палӑртнӑ регион пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
 
Ача-пӑча врач-стоматолог Елизавета Устинова профессионаллӑ лайӑх хӑнӑхусемпе стресс шайлашулӑхӗпе палӑрса тӑрать.
Биологие юратнӑран Пишпÿлекри тĕп район больницинчи стоматолог - ҫамрӑк врач Елизавета Евгеньевна Устинован медицинӑра вӑрӑм ҫулĕ пуҫланнӑ. Кун ҫинчен вӑл кӗскен кӑна каласа парать.
— Эпӗ - тӗп уфимка. Ачаранпах ҫынсене сыватма ӗмӗтленеттĕм, - тет шӑл тухтӑрӗ. — Шкулта биологи вӗренме уйрӑмах килӗшетчӗ, ҫакӑ медицина университетне кӗнӗ чухне кирлӗ пулчӗ, мӗншӗн тесен биологи профильлӗ предметчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна "питĕ лайăх" палла патӑм. Хамах 2008 ҫулта столицӑри медниверситета бюджет уйрăмне вӗренме кӗтĕм, 2013 ҫулта ӑна пӗтӗмӗшле практикӑри врач-стоматолог дипломне илсе пӗтертĕм. Тепӗр ҫултан ординатурӑран вӗренсе тухса Уфари нефть университечӗн профилакторийӗнче хамăн специальноҫпе ӗҫлеме пуҫларăм. Студентсен, профессорсен тата декансен шӑлӗсене сиплерĕм.
Ҫапла икӗ ҫул иртнӗ. Елизавета качча тухнӑ, ача çуратса декрет отпускне кайнӑ. 2019 ҫулта вӑл ача-пӑча врач-стоматолог професси тӗлӗшӗнчен хатӗрленме шутлать. Ҫакӑн хыҫҫӑн ача стоматологӗ пулса Уфари 4-мĕш ача-пӑча поликлиникине ӗҫлеме вырнаҫать. Кирек мӗнле ҫамрӑк ҫемьешӗн те пурӑнмалли ҫурт-йӗр проблеми яланах ҫивӗч тӑрать, çавӑнпа Елизавета Виктор упӑшкипе электрооборудование юсас тата пулӑшас енӗпе электромонтерта ӗҫлекенскерпе, 2023 ҫулта Иглинта хваттер туянма шутлаҫҫӗ. Вара Лиза Иглинри больницӑра ача шӑл тухтӑрӗ пулса ӗҫлеме тытăнать. Унӑн амӑшӗ Валентина Евгеньевна упӑшкин тӑван ҫӗршывне, Пишпÿлек районӗнчи Ивановкӑна пурӑнма куҫать. Вӑл хӑйӗн мӑнукӗпе хĕрне, кӗрӳшне Иглинра тĕпленсе ларма ĕлкĕрейменскерсене, Пишпÿлек районне куҫма ӳкӗтлет.
— Эпӗ, лайăх хӗр пек, аннене итлерӗм, куҫса кайма шут тытрӑм, - кулса каласа парать Елизавета Евгеньевна. — Мана Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑра ӗҫ те, муниципаллă ҫурт-йӗр те пачӗҫ. Эпир халӗ пӗтӗм ҫемьепе Пишпÿлек районӗнче тымар яма, райцентрӑн ҫурҫӗр микрорайонӗнче илемлӗ ҫурт лартма шутларӑмӑр. Эпӗ райбольница поликлиникинче ача врач-стоматолог пулса виҫӗ кун ӗҫлетӗп, хальхи оборудованипе пуянлатнă Пишпÿлекри 3-мĕш вӑтам шкулӑн шӑл юсамалли кабинетӗнче икӗ кун ӗҫлетӗп. Кӑҫал кӗркунне пирӗн ывӑл Макар çав шкула пӗрремӗш класа кайрĕ. Мана ӗҫ килӗшет. Эпӗ ачасене питӗ юрататӑп. Анчах шӑл тухтӑрӗн тимӗр нервӑсем тата ҫирӗпрех пулас пулать. Кашни ачан хӑйӗн майне тупмалла. Ҫакӑ ҫеҫ лайӑх результат парать. Эпӗ тӑрӑшатӑп, ачасем ҫакна туяҫҫӗ…
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
 
Ачасем шӑл тухтӑрне юратаҫҫӗ
Ачасем шӑл тухтӑрне юратаҫҫӗ
Марат Фанилевич АБДУЛЛИН, Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн тӗп врачӗ: — "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче Пушкӑртстанра "Земство тухтӑрĕ" тата "Земство фельдшерĕ" программӑсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ. Проектсене ял халӑхне медицина пулӑшӑвӗн пахалӑхне тата унпа усӑ курма май пуррине ӳстерме янӑ. Вӗсем ялти халӑх пурӑнакан пунктсемпе республикӑри поселоксене 3 000 ытла специалист явӑҫтарма май панӑ. 2024 ҫулхи июньте Елизавета Устинова "Земство тухтӑрĕ" программӑна хутшӑнчĕ. Ача-пăча врач-стоматолога пӗчӗк пациентсем юратаҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ. Ачасем уйрӑм ĕç меслетне ыйтаҫҫӗ. Кашни стоматолог ачапа пӗр чӗлхе тупса ӑна пулӑшу пама пултараймасть. Пирӗн ача-пӑча врачӗсемшӗн стоматологи - ахаль ӗҫ мар, чĕре хушни. Кӑҫал ҫулла районти тӗп больницӑн ертÿçи ҫамрӑк врач-стоматолога Медицина ӗҫченӗсен кунӗнче чыслӑ та тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Хисеп грамотипе чысланă.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: