Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Медицина
24 Октябрӗн , 13:22

Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшать

Егоровкăри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Лилия Владимирова профессие суйласа илме пулӑшнӑшӑн аппӑшне тав тӑвать.

Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшать
Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшать
Егоровкăри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Лилия Владимирова профессие суйласа илме пулӑшнӑшӑн аппӑшне тав тӑвать.
Пулас профессие тӗрӗс суйланинчен тата юратнӑ ӗҫ тупассинчен кашни ҫын пурнӑҫӗнче нумай килнипе пурте килӗшӗҫ.
— Эпӗ Ситекпуçĕнчи Киров ячӗллӗ СПКра механизаторпа доярка пулса ĕçлекенсен нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ, унта тата тӑватӑ хĕрачапа арçын ача ӳсрĕмĕр, - медицина работникӗ Лилия Леонидовна вӗренӳпе ачалăх ҫулӗсене аса илет. — Эпӗ ялан Настя аппана итлеттĕм, вӑл çав вăхăт тӗлне Пелепейри медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑччĕ. Пишпÿлекри тӗп район больницинчи эндокринолог кабинетӗнче вӑл нумай ҫул тăршшĕ медицина сестринче ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ҫакна вӑл мана канаш пачӗ, пулас профессие унӑн ҫулӗпе кайса медицина работникӗ пулма ӳкӗтлерӗ. Ҫакӑншӑн эпӗ ӑна тав тӑватӑп.
Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Лилия 2017 ҫулта ҫӑмӑллӑнах вӗренме кӗнӗ те Пелепейри медколледжран пӗр "виҫҫӗ" паллӑсӑр вӗренсе тухнӑ.
— Пишпÿлекри тĕп больницара медицина практики иртнӗ чухне Егоровкăри ФАПа фельдшер кирлине пӗлтĕм, - малалла калать Лилия Владимирова. — Ҫавӑнпа та унта ӗҫе кайма сӗннипе килӗшрӗм. Ҫапла вара Егоровкăри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ, виçĕ яла Мусина, Егоровкăна тата Пурлăкана тивĕçтерекен медицина ĕçченĕ пултăм. Пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра малалла вӗренме шутларӑм, Пушкăрт медуниверситечӗн Стерлитамакри филиалне куçан мар отделенине вӗренме кӗтӗм. 2025 ҫулхи январьте аслӑ пӗлӳ ҫинчен диплом илетӗп.
Ҫак ҫулсенче Лилия Леонидовна вӗренӳ, ӗҫ тата, паллах, хӑйӗн ҫемьери ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ туса пынӑ. Вӑл 2021 ҫулхи июльте медколледжран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Пăслăк каччине Евгений Владимирова качча тухнӑ. Пӗлтӗр Богдан ывӑл çуратнă, вăл халĕ Пăслăкри "Солнышко" ача садне ҫӳрет.
— Эпир упӑшкан килӗнче питӗ лайӑх хунямапа пурӑнатпӑр, эпӗ туллин ӗҫлеме пултаратӑп, - тет Лилия. — 2021 ҫулта "Земство фельдшерĕ" федераци программине хутшӑнтăм. Илнӗ укҫа-тенке эпир пурӑнакан ҫурт çумне пристрой тума ятăмăр. Хамӑн ӗҫе питӗ юрататӑп. Хамӑн автомобильпе Егоровка, Мусин тата Пурлăка ялӗсем тӑрӑх тухса каятӑп. Ҫак халӑх пурӑнакан вырӑнсенче медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ ытларах ватӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Пациентсене Пишпÿлекри тĕп больницана ҫитӗннӗ халӑха диспансеризацилеме илсе каятӑп. Пăслăк ФАПӗнче те ӗҫлеме ĕлкĕретӗп.
Асӑннӑ ялсенче пурӑнакансем ҫамрӑк та пуҫаруллӑ медицина ӗҫчене тав тӑваҫҫӗ. Вӑл ял тӑрӑхӗн обществӑллӑ пурнӑҫне те хастар хутшӑнать. Йӗлтӗрпе тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать, волейболла вылять, ачаранпах чӑваш спектаклӗсенче юрлама, выляма юратнă. Вӑл лайӑх пахчаҫӑ, чечек ӳстерме юратать.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
 
"Земство тухтӑрĕ" тата "Земство фельдшерĕ" программӑсен тӗп тӗллевӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: халӑха медицина пулӑшӑвӗсен тытӑмне лайӑхлатасси, специалистсене яла явӑҫтарасси, специалистсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси, ялсенче пурӑнакансене медицина тивӗҫтерӗвӗн шайне ӳстересси, ялта пурӑнакан ҫынсем валли пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма пултарассине ӳстересси, ял тӑрӑхӗнче ӗҫлеме килӗшнӗ специалистсене социаллӑ пулӑшу парасси.
2023 ҫулта Пушкӑртстанра "Земство тухтӑрĕ" программӑпа 81 врач тата 48 вӑтам медработник тӳлев илнӗ. Пӗтӗмӗшле тӳлевсен сумми 144,5 млн тенкӗпе танлашнӑ. "Земство тухтăрĕ" программӑпа тӳлевсемсӗр пуҫне 33 фельдшер (акушерка) 2023 ҫулта "Земство фельдшерĕ" программа тӑрӑх пӗтӗмӗшле 16,5 млн тенкӗлӗх пулӑшу илнӗ.
Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшать
Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: