Федерацин "Земство фельдшерĕ" программине хутшӑнакан Ильзина Чернова Юманлăх, Ермолкин тата Петровка ҫыннисен сывлӑхӗшӗн явап тытать.
Пелепейри медицина колледжӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Ермолкинри фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ пулма çирĕплетнĕ хыҫҫӑн Ильзина Чернова кулленхи ӗҫсене пула сисӗнмесӗрех пилӗк ҫул иртнӗ.
— Эпӗ Йăлпăлактамакра ҫуралнӑ, унта хамӑн юратнӑ аттепе аннепе тата виҫӗ пиччепе ӳснӗ, — каласа парать ҫамрӑк фельдшер. — Пирӗн йӑхра медицина работникӗсем пулман. Аннен ҫемьере хӑйӗн медикне питӗ курас килетчĕ. Ҫавӑнпа та шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫине тӑнипе Пелепейри медицина колледжне вӗренме кӗтӗм. 2019 ҫулхи июньте, вӗренсе пӗтерсен, фельдшер дипломне сиплев ӗҫӗпе илтӗм. Тепӗр икӗ уйӑхран Ермолкинти фельдшерпа акушер пунктне ӗҫе тухрăм. Мана медицина пункчӗн заведующине çирĕплетрӗҫ.
Ҫамрӑк пулин те, хӗр аптраса ӳкмен, тӳрех ӗҫ процесне ӑнкарма пуҫланă. Ӗҫе тимлĕн кӗме ӑна ҫак вӑхӑтра медпунктра акушерка пулса ĕçлекен опытлӑ Римма Талгатовна Хисамиева пулӑшнӑ. 2019 ҫулхи ноябрьте Ильзина Тухватуллина "Земство фельдшерĕ" федераци программине хутшӑннӑ, шӑпах пилӗк ҫуллӑха Ермолкинра ҫирӗпленсе ларнӑ.
— Ӗҫе ҫула май транспортпа çÿреме тиврĕ пулин те, Ермолкин таврашӗнчи анлӑ вырӑнсем мана килӗшрӗҫ, — тет малалла Ильзина Ахтямовна. — Кунти халӑх мана лайӑх йышӑнчӗ. Эпир вара часах пӗр чӗлхе тупрӑмӑр. Халӗ эпӗ чӑваш чӗлхине те ӑнланатӑп. Юманлăх, Ермолкин тата Петровкӑри - чӑваш халӑхĕ пурӑнакан виҫӗ вырăнти пациентсен кил-ҫуртне темиҫе хутчен те ҫуран пӑхса тухнӑ. Пишпÿлекри тĕп больница ертсе пынипе мана медицина енӗпе лайӑх пӑхнӑшӑн тата ҫак ялсенче пурӑнакансен пӗтӗмӗшле сывлӑхӗшӗн пысӑк шанӑҫа тӳрре кӑларма тӑрӑшрӑм. Куҫса ҫӳрес ыйтӑва та татса патăм. Тепӗр ҫул автошкултан вӗренсе тухрăм та водитель правине илтĕм. Ӗҫе тата хамăн чирлĕ пациентсем патне хамăн автомобильпе ҫӳреме пуҫларăм. Ҫапла эпӗ кулленхи ӗҫе хӑнӑхса ҫитрӗм. Кирлӗ ял ҫыннисене пурне те медицина пулӑшӑвӗ паратӑп, йывӑрлă хĕрарăмсене шута илетӗп, ачасемпе ҫитӗннисен патронажне ертсе пыратӑп.
Ильзинан хӑйӗн пурнӑҫӗнче те улшӑнусем пулса иртнĕ. 2023 ҫулта хӗр Пишпÿлек ял советĕнчи Алексеевка ялĕнчи юратнӑ ҫыннине качча тухнӑ, лешӗ ӑна пилӗк ҫул тăршшĕ кĕтнĕ. Вӗсем Ильзина медколледжра Пелепей хулинче вӗреннӗ ҫулсенчех паллашнӑ. Ҫамрӑксем мӑшӑрӗн ашшӗ-амӑшӗ патӗнче пурӑнма пуҫланӑ. Унтан Пишпÿлекре хӑйсен ҫуртне туса лартасшӑн пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра фельдшерăн мӑшӑрӗ РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ҫар службинче тăрать. Вӑл пулеметчик пулса Пишпÿлек каччисемпе пӗрле ятарлă ҫар операцине хутшӑнать. Хӑйӗн тӑванӗсемпе юратнӑ Ильзини патне кӗске вӑхӑтлӑха отпуска виҫӗ хутчен килсе кайнă. Пурте ӑна ҫӗнтерӳпе часрах килне таврӑнасса чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.