Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Медицина
19 Мартӑн , 10:35

Сывлӑхшăн — ҫӗнӗ ФАПа

Хушăлкара пурӑнакансем, нумай пулмасть медицина пулӑшӑвӗпе йывӑрлӑхсене тӳснĕскерсем, хальхи модульнӑй фельдшерпа акушер пункчӗпе мухтанма пултараҫҫӗ.

Сывлӑхшăн — ҫӗнӗ ФАПа
Сывлӑхшăн — ҫӗнӗ ФАПа

Хушăлкара пурӑнакансем, нумай пулмасть медицина пулӑшӑвӗпе йывӑрлӑхсене тӳснĕскерсем, хальхи модульнӑй фельдшерпа акушер пункчӗпе мухтанма пултараҫҫӗ.

Иртенпех кунта ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри васкаҫҫӗ. Шалта — канлӗ, ӑшӑ, ҫутӑ. 2024 ҫулхи июньтен пуҫласа Рамзия Шайхиевна Шигапова ял ҫыннисене ҫӗнӗ модульнӑй ФАП ҫуртӗнче йышӑнать. Хушăлкара, Петровкăра тата Çирĕклĕтамакра пурӑнакансене (халӑхӑн пӗтӗмӗшле йышӗ 659 ҫын, вӗсенчен 115 ача шутланать) вăл пăхса, пулăшу парса тăрать.

Рамзия Шайхиевнан 37 ҫул ĕçлет, чылай пайне — 25 ҫул — вӑл фельдшерта вăй хурать. Унӑн карьери 1987 ҫулта Михайловкăри больницӑра медсестраран пуҫланнӑ, Пелепейри медицина училищине вӗренсе пĕтернĕ хыççăнах. Ҫав ҫулах ӑна Мелевĕс-Мускава фельдшер пулса куҫарнӑ. Ҫавӑнтанпа ӗҫлет те вӑл унта. 1998 ҫулта Уфара фельдшера хатӗрленӳ курсĕ иртнӗ.

— Паллах, кивӗ тата ҫӗнӗ модульлĕ ФАПри ӗҫ условийӗсене танлаштарма ҫук, ку тӳпепе ҫӗр пек. Кунта пӗтӗм условисем пур: ӑшӑ шыв, канализаци йӗркеленӗ. Савӑнса ĕҫле кăна.

Ҫӗнӗ ФАП хальхи учреждени шутланать, ку вӑл хӑтлӑхпа хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтерет. Ăна кирлӗ оборудованипе: йышӑнмалли кабинетпа, акушер пӑхмалли кабинетпа, процедура пӳлӗмӗпе, кӗтмелли пӳлӗмпе, медикаментсене упрамалли пӳлӗмпе, санузелпа пуянлатнă. Пурте таса, тирпейлӗ, ку чухнехилле.

— ФАПра участокри врач-терапевт Гульназ Марсовна Мигранова тата врач-педиатр Элина Алексеевна Чурсина йышӑнассине йӗркеленӗ. График тӑрӑх яла спе-циалистсемпе мобильлĕ ФАП килет. Декабрьте мобильлĕ ФАП килсен хӑй пыма пултарайманнисене, ҫавӑн пекех медицина тӗрӗслевӗсене шута илменнисене килĕрен кайса ҫӳрерӗмӗр, — каласа парать фельдшер.

Хушăлкари модульнӑй ФАПра Рамзия Шигапова вӑхӑтлӑха, халӗ декрет отпускне кайнă фельдшер вырӑнне ӗҫлет. Эрнере тӑватӑ кун шкул автобусӗпе вӑл Хушăлкана килет, унпах каялла Мелевĕс-Мускава каять, унта та ӑна чирлӗ ҫынсем кӗтеҫҫӗ: врач хушнă процедурӑсене тумалла вĕт. Эрнекун иртен пуҫласа каҫчен пациентсене Мелевĕс-Мускавра йышӑнать.

— Пирӗн ҫӗнӗ ФАП пур, фельдшер пур. Ӗлӗк медицина пулӑшӑвӗ илме Михайловка ялне ҫӳреме тиветчӗ. Халӗ эпир хамӑр тӑван ялта кирлӗ пулӑшу илетпӗр, — тет ФАПа пыракансенчен пӗри Татьяна Даниловна Тимофеева.

Вырӑнти хӗрарӑм, Маргарита Константиновна Михайлова, ĕлӗк Михайловкӑна е районти больницӑна консультаци илме çÿрени ҫинчен каласа парать. Халӗ мӗн кирли пур те — пӗр утӑм ярса пуссанах пур. ФАП фельдшерĕ Рамзия Шигапова, пациентсене йышӑнма ҫеҫ мар, профилактика тӗрӗслевӗсем, вакцинаци ирттерме, васкавлӑ лару-тӑрура пӗрремӗш пулӑшу пама та ӗлкӗрет.

— Пирӗн ҫӗнӗ фельдшер пункчӗ уҫӑлнӑшӑн питӗ хавас. Пирӗн фельдшера Рамзияна эпир питӗ юрататпӑр! — юлашкинчен хушса хурать хӗрарӑм.

Хушăлкара ҫӗнӗ модульнăй ФАП уҫнӑ хыҫҫӑн медицина пулӑшӑвӗ уҫӑмлӑрах та пахалӑхлӑрах пулса тăнă, апла пулсан ялта пурнӑҫ та хӑтлӑрах та хӑрушсӑртарах пулать.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Ирина Фомина.

 

Клара Венеровна Семенова, Хушăлка ял Совечӗн çĕр специалисчĕ:

— Кунта ҫутӑ, ӑшӑ, килти пекех. Фельдшер пирӗн тӗп ҫын мар пулин те, пӗр канмасӑр ӗҫлет, кашниншӗнех чунĕ ыратать. Халӑх утать, пулӑшу ФАП стенисенче ҫеҫ мар, килте те, чирлӗ ҫын вырӑнӗ патӗнче те параççĕ. Ҫӗнӗ ФАП — тӗлӗнмелле япала! Ӗҫе кирек мӗнле мухтавран та ҫӳлерех йӗркеленӗ. Элина Чурсина врач-педиатр пирӗн пата кашни эрнере, кашни ытларикун килет. Халӗ ачасене ҫулсӑр-мӗнсӗр кӳршӗ Михайловкӑна (унта врачсен амбулаторийӗ) е район центрне турттарма кирлӗ мар. Фельдшер Рамзия Шайхиевна анализсене йышӑнассине тата парассине йӗркеленӗ. Йышӑну пур тӗссен те пырать, врач-терапевт е врач-педиатр водителӗсем вӗсене лабораторие леçеççĕ. Ял ҫыннисем ФАПа хаваспах ҫӳреҫҫӗ: кунта хӑтлӑ. Пӗрремӗш пулӑшу парассисĕр пуҫне Рамзия Шайхиевна врачсем мӗн хушнине пурне те тӑвать. Эпир "Сывлӑх сыхлавӗ" нацпроекта тав тăватпăр, ӑна пула пирӗн ҫак чаплӑ ФАП пур. Паллах ӗнтӗ, пирӗн ҫавӑн пек компетентлӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ фельдшер пулнӑшӑн эпир телейлӗ!

 

Виктор Владимирович Тимофеев, Хушăлка ял Совечӗн пуҫлӑхӗ:

— Ӗлӗк ял ҫыннисем граждансен пухӑвӗсенче яланах ҫӗнӗ ФАП кирлӗ тесе калатчӗҫ. Фельдшер Рамзия Шайхиевна пирӗн патра 2022 ҫулхи çу уйăхĕнче фельдшер пункчӗн кивӗ ҫуртӗнчех ӗҫлеме пуҫларӗ. Пӗлтӗр июньте пирӗн ҫӗнӗ модульнӑй ФАП ӗҫлеме пуҫларӗ. Халӑх кӑмӑллӑ. Май килнӗ таран чирлисем патне ҫӳреме транспорт уйӑрса пама тӑрӑшатпӑр.

 

Сывлӑхшăн — ҫӗнӗ ФАПа
Сывлӑхшăн — ҫӗнӗ ФАПа
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: