Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
29 Апрелӗн , 10:48

Шурӑ халат тӑхӑннӑ геройсем

Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсене ҫӑлӑнӑҫ бригадин геройӗсем теҫҫӗ.

Шурӑ халат тӑхӑннӑ геройсем
Шурӑ халат тӑхӑннӑ геройсем

Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсене ҫӑлӑнӑҫ бригадин геройӗсем теҫҫӗ.

Сирена сассине илтсен, халӑх пурӑнакан вырӑнсен урамӗсем тӑрӑх хӗрлӗ хӗреслӗ шурӑ машина вӗҫтерсе пынине курсан, эпир такама васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлине пӗлетпӗр. Ахальтен мар ӗнтӗ халӑхра васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсене шурӑ халат тӑхӑннӑ геройсем теҫҫӗ. Вӗсем медицина вӗренӗвӗпе пысӑк класлӑ специалистсем, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службинче, аварипе ҫӑлав тата ҫар подразделенийӗсенче ӗҫлекенсем, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн лайӑх хӑнӑхӑвӗсене пӗлекен специалистсем.

Мускавра васкавлӑ пулӑшу отрячӗ 1898 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче йĕркеленнĕ. 2020 ҫулччен ку куна официаллӑ йӗркепе палӑртман, анчах халӗ апрелĕн 28-мӗшӗнче пилӗк ҫул — Раҫҫейре васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсен официаллӑ кунӗ. Октябрьски хулинчи васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн уйрӑмӗн Пелепейри подстанцин Пишпÿлекпе Аит посчĕсене 2021 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче ултӑ районăн хӑвӑрт пулӑшу станцийӗсене пӗрлештернӗ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.

— Пирӗн Пишпÿлекри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн посчӗ пилӗк фельдшерпа тӑватӑ водительтен тӑрать, Аитри васкавлӑ пулӑшу посчӗ — ултӑ фельдшерпа тӑватӑ водительтен, — тет ҫӑлавҫӑсен пысӑках мар мобильлӗ медколлективӗн, медицина подразделенинче 20 ҫул ӗҫ стажӗллĕ аслӑ фельдшерĕ, Галина Вениаминовна Терентьева.

— Пирӗн пур фельдшерсем те хӑйсен ӗҫӗн профессионалӗсем, нумайӑшӗ пысӑк категориллӗ тата пысӑк стажлӑ. Нумаях пулмасть пирӗн коллектива ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килчӗҫ. Талӑкӗпе икӗ бригада хуралта тӑрать. Васкавлӑ чӗнӳ валли медицина инвентарьне, препарачӗсемпе оборудованийӗсене кирлӗ хатӗрсене вырнаҫтарнӑ автомобильсем пур. Тӳррипех калатӑп, пирӗн ӗҫ йывӑр, кирек мӗнле ҫанталӑкра та пирӗн фельдшерсемпе водительсем ҫынсене ҫӑлма, чирлӗ ҫынсене пулӑшу пама е вӗсен асапӗсене ҫӑмӑллатма каяҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫыннӑн пурнӑҫӗ — чи кирли! Район территорийӗпе райцентртан 45—50 ҫухрӑмри аякри ялсене те пӑхса тӑратпӑр. Чирлисемпе чирлисен тӑванӗсем, шел пулин те, ун ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, ҫавӑнпа та пирӗн, фельдшерсен, хӑш чухне тӳрккеслӗхе итлеме тивет. Медицина эвакуацийӗпе чӗнӳсем пулаҫҫӗ — чирлӗ ҫынна Пелепей, Туймазă, Октябрьски е Уфана илсе каймалла пулсан, районта пĕр васкавлӑ пулӑшу бригади ҫеҫ юлать. Пӗлетӗр-и, пӗр бригадӑна мӗн чухлӗ нагрузка тивет? Юрать-ха, пире Приютовăри тата Пелепейри бригадӑсем пулăшаççĕ. Кӑнтӑрлахи сехетсенче Пишпÿлек районӗнчи тӗп больницӑн васкавлӑ бригади те пулӑшать. Суя чӗнӳсем те пулаҫҫӗ. Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсен кунĕнче хамăн ӗҫтешсене сывлӑх, этемлӗх, чӑтӑмлӑх сунас, хӑйсен ӗҫне шанчӑклӑ, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн чӗререн тав тӑвас килет. Яланах ӑнӑҫлӑ вӗҫленӳсем тата вӗсем ҫӑлнă ҫынсене пӗтӗмпех сывалма сунатӑп.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Шурӑ халат тӑхӑннӑ геройсем
Шурӑ халат тӑхӑннӑ геройсем
Шурӑ халат тӑхӑннӑ геройсем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас