Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
5 Июнӗн , 11:11

Сывлӑх сыхлавӗнче

Районти поликлиникӑн терапевтика кабинечӗн участокри медсестра Минезаря Ахметзянова  юратнӑ ӗҫне 30 ҫул ытла халалланӑ.

Сывлӑх сыхлавӗнче
Сывлӑх сыхлавӗнче
 
Районти поликлиникӑн терапевтика кабинечӗн участокри медсестра Минезаря Ахметзянова  юратнӑ ӗҫне 30 ҫул ытла халалланӑ.
Участокри медсестра — пархатарлӑ професси, чи тимлӗ те тӳсӗмлӗ ҫынсемшӗн. Пишпÿлек районӗнчи халӑх сывлӑхне 30 ҫул ытла канӑҫсӑр чунлӑ, ӗҫре те, килте те яваплӑ, хӑйне те, ыттисене те яланах хистекен, районти поликлиникӑн терапевтика кабинечӗн участокри медицина сестри Минезаря Рифкатовна Ахметзянова сыхлать. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне медицинӑна халалланӑ ҫынсенчен пӗри. Минезаря Рифкатовна профессине суйланӑ чухне амӑшӗ  Минеямал аппа пысӑк витӗм кӳнӗ, вӑл хӑйӗн хӗрне шурӑ халатпа курасшӑн пулнӑ, ӑна медик тӑвасшӑн пулнӑ.
Ҫамрӑк хӗр 1992 ҫулта Пелепейри медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Аитри участокри больницӑра медицина сестри пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Пилӗк ҫултан, професси опычӗ пухса, медсестра районти тӗп больницӑна ӗҫлеме куҫать те терапевтика кабинечӗн медицина сестринче поликлиникӑра ӗҫлеме тытӑнать. 2012 ҫултан пуҫласа, Гузель Тагировна Зарипова врачпа,  опытлӑ тухтӑрпа пӗрле районти терапевтика участокӗсенчен пӗрин халӑхӗн сывлӑхне сыхлаҫҫӗ. Минезаря Рифкатовна участокра ӗҫлесе хӑйӗн пациенчӗсемшӗн ҫемье членӗ пулса тӑнӑ. Вӗсем сахал мар! Вӑл вӗсен сывлӑхӗ ҫинчен пӗтӗмпех пӗлет: чир-чӗрсем, прививкӑсем, медосмотрсем. Ыйтусем ҫине ответ парас тесен, унӑн медицина картти ҫине пӑхмалла та мар. Участокри ытти медсестрасем пекех, ӗҫ кунӗсенче те, канмалли кунсенче те, праҫник кунӗсенче те вӑл яланах хӑйӗн вырӑнӗнче. Тандемра тата ӑнланулӑхра ӗҫленӗ май Гузель Тагировнапа Минезаря Рифкатовна хӑйсен участокӗнчи халӑха, уйрӑммӑн илсен, пӗтӗм района медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе пысӑк ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ.
"Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче районти медицина работникӗсем медицина пулӑшӑвӗ пысӑк пахалӑхлӑ тата пур ҫыншӑн та, ҫав шутра аякри ялсенче те, медицина пулӑшӑвӗ пултӑр тесе пурне те тӑваҫҫӗ. Тухтӑрсемпе медсестрасем хӑйсен пациенчӗсем патне ял тӑрӑхне час-часах туха-туха каяҫҫӗ, килти чирлисене пӑхса тухаҫҫӗ. Халӑх ҫулсеренех ватӑлать, чылай ватӑ ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе район поликлиникине ҫитме йывӑрлансах пырать. Халӑха медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерес енӗпе кулленхи ӗҫ, пӗрремӗшӗнчен, икӗ имшеркке хӗрарӑм халӑха пахалӑхлӑ тата лайӑх медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермелли тӗп тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшаççĕ. "Башкортостан 3.0" республика аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫланӑ шайра вӗсем пӗрремӗш медикӑпа санитари пулӑшӑвӗн тухӑҫлӑхне ӳстересси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Медиксен тимлӗхӗнче граждансен ҫӑмӑллӑхлӑ категорийӗсене эмел тивӗҫтересси яланах пулнӑ тата юлать те. Чӗрепе юн тымарӗсен, эндокрин тата онкологи чирӗсен малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма палӑртнӑ ҫитӗннӗ халӑха диспансеризаци тата профилактика тӗлӗшӗнчен пӑхса тухасси иртет. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чирлисене яланах диспансерта сӑнаҫҫӗ.
Хӑш чухне медсестраран мӗн тери нумай килет: участокри врача вӑхӑтра пулӑшасси, чирлӗ ҫынна хӑйӗн вӑйне шанма пулӑшасси, ӑна сыватасси е ырӑ сӑмах каласси-час-часах чирлӗ ҫын сываласси ҫакӑнтан килет вӗт. Минезаря Рифкатовнана пӗлекенсем пурте-ӗҫтешĕсем, пациентсем - унта чи кирли: чун пуянлӑхӗ, пӗлӳ, пысӑк опыт тата хӗрхенме, шеллеме пӗлни теççĕ. Коллективра ӑна хаклаҫҫӗ, хисеплеҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑк ӗҫтешсене хӑйӗн пӗлӗвӗсемпе тата ӗҫ опычӗсемпе паллаштарать. Йышӑнӑва килнӗ ҫынна уншӑн тӑрӑшни, тимлени кирлӗ. Пациентсем ӑна ырӑ чӗришӗн, ӑнланушӑн, тӳсӗмлӗхшӗн тав тӑваҫҫӗ.
Гази МУХАМЕТОВ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Гази Мухаметов.
 
 
Сывлӑх сыхлавӗнче
Сывлӑх сыхлавӗнче
Автор: Марина Иванова
Читайте нас