Пишпÿлекри тӗп район больницин мобильлӗ медицина бригади каллех аякри яла кайса килнӗ, ҫынсене медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма май панӑ, вĕсем Петровка ялĕнче пулнă. Кӑмӑл тӑвакансем пурте консультаци илме, кирлӗ анализсем пама тата сывлӑха упрас енӗпе сӗнӳсем илме пултарнă.
Ҫак чаплӑ пуҫару ҫынсене, уйрӑмах ватӑ тата сахал мобильлӗ граждансене, кирлӗ медицина пулӑшӑвӗпе специалистсен консультацине вӑхӑтра илме пулӑшать.
Сывлӑхӑра упрӑр, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшӑр!
#Здоровье #Медицина #ДеревняПетровка #ФАП #ЗаботаОЖителях #Петровка #БижбулякМФАП
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тӗп район больницин социаллă сетьри страницинчен.