Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
18 Ноябрӗн , 10:17

Путин: медвузран вӗренсе тухсан патшалăх больницисенче ӗҫлемелле пулать

#владимирпутин

Путин: медвузран вӗренсе тухсан патшалăх больницисенче ӗҫлемелле пулать
Путин: медвузран вӗренсе тухсан патшалăх больницисенче ӗҫлемелле пулать

#владимирпутин

Ҫавӑн пекех, документпа килӗшӳллӗн, ординатурӑри бюджет вырӑнӗсем пурте тӗллевлӗ пулӗҫ.

Ҫӗнӗлӗхсем сывлӑх сыхлавӗнчи кадрсен дефицитне татса пама тӗллевлени пирки маларах Патшалӑх Думинче пӗлтернӗ. Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫламӑшне ҫӗршывра 29 пин тухтӑр тата 63 пин вӑтам медработник ҫитмен.

Саккун палӑртнӑ тӑрӑх, диплом илнӗ пуҫаруллӑ тухтӑрсемпе медсестрасен тивӗҫлӗ специальноҫпа, поликлиникӑсемпе больницӑсенче наставниксен тытӑмне иртмелли форматпа, пуҫламӑш специализациленӗ аккредитаци иртмелле. Хӑнӑхупа квалификацие ӳстермелли тапхӑра специальноҫа кура палӑртӗҫ, анчах виçĕ ҫултан кая мар. «Медицина ӗҫ-хӗлне е тӗллевлӗ вӗрентӳ договорӗнче кӑтартнӑ организацире (енчен те ҫакӑн пек договор тунӑ пулсан), е граждансене тӳлевсӗр медицина пулӑшӑвӗ памалли патшалӑх гарантийӗсен программине пурнӑҫа кӗртме хутшӑнакан организацисенче пурнӑҫлама пулать», — тенӗ документра.

Унсӑр пуҫне ҫитес ҫултан медицина аслӑ шкулӗсенчи вырӑнсенчен 70 процентне тӗллевлӗ направленипе парӗҫ, ытти вырӑнсене яланхи йӗркепе уйӑраҫҫӗ. Ординатурӑра вӗренесси пӗтӗмпех тӗллевлӗ пулса юлать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков / «Башинформ» ИА.

 

https://www.bashinform.ru/news/social/2025-11-17/putin-podpisal-zakon-ob-otrabotke-vypusknikov-medvuzov-v-gosbolnitsah-4470748

 

 

Путин: медвузран вӗренсе тухсан патшалăх больницисенче ӗҫлемелле пулать
Путин: медвузран вӗренсе тухсан патшалăх больницисенче ӗҫлемелле пулать
Автор: Марина Иванова
Читайте нас