Пишпÿлек районӗн тӗп больницин хирурги кабинечӗн медсестри Наталия Станиславна Иванован медицина стажӗ 38 ҫулпа танлашать.
Хирурги уйрӑмӗсенчи медицина ӗҫченӗсене, врач-хирургсене хӑйсене, медицина сестрисене, нумай ҫул ӗҫлекенсене, тӳрремӗнех пациентсене шалтан пӗлекен ҫынсене, районти тата хулари пур больницӑсенче те яланах калама ҫук пысӑк ӗҫлевлӗх, ювелир тӗрӗслӗхӗ, пуҫтарӑнса хӑвӑрт йышӑну тума психологи енчен пӗлни уйӑрса тӑрать. Ҫакна тума вӗсене хуҫӑксемпе, мӑкӑльсемпе, туртӑнчӑксемпе, пӳсӗрсемпе, аппендицитпа тата абсцессемпе ӗҫлекен пациентсем тивӗҫеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та хирурги кабинетӗнче йышӑнса диагноз палӑртнӑ хыҫҫӑн шыҫӑсене кӑларас, сиенленнӗ органсене е тӗртӗмсене юсас, ҫавӑн пекех ҫуралнӑ аномалисене е кӑлтӑксене тӳрлетес тата инфекцисемпе ҫӑпансене пӗтерес тӗлӗшпе ҫийӗнчех сиплев хирургийӗ пуҫланать. Шӑпах ҫапла майпа пациентсен сывлӑхӗ ҫӑмӑлланать, туллин сипленет, вӗсен пурнӑҫне тӑсать.
— Эпӗ Йăлпăлак ялӗнче ахаль колхозниксен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ, аттепе аннен эпир пилӗк ача пулнӑ: виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр, — аса илет кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче аллӑ пилӗк ҫул тултарнине паллӑ тунӑ Наталия Станиславна хӑйӗн ачалӑх ҫулӗсене. – Эпĕ арҫын ачасем хушшинче ӳснӗ, вӗсемпе пӗр тан тӗрлӗ вӑйӑсем вылянӑ. Пуканесем мана пачах кӑсӑклантармастчĕç. Ҫавӑнпах пуль манӑн арҫын кӑмӑлӗ ҫирӗпленнӗ. Арçын ачасене канăç памастăм, кӳрентернине каҫармасттăмчĕ, ҫӑмӑллӑнах хирĕç çапма пултараттăм. Пӗр сӑмахпа, яланах хамăншăн тӑма пултарнӑ. Мана пиччесемпе тата аппапа пӑхса ӳстернӗ пирӗн кукамай халӑх медицинин юмӑҫӗ пек чапа тухнӑ. Ҫакӑ, калас пулать, шӑпах вӑл хӑйӗн эмел курӑкӗсене пӗлнипе, ял ҫыннисенчен пулӑшу ыйтакансен тӗрлӗ мӑкӑлтавӗсене тӳрлетсе мана официаллӑ медицинӑна илсе ҫитерчӗ. Вырӑнти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн эпӗ Пелепейри медучилище вӗренме кӗтӗм.
Калаҫуран медицина сестри хӑйӗн суйлавӗшӗн кайран нихӑҫан та ӳкӗнменни палӑрать. Вӑл 1988 ҫулта медицина вӗренӳ заведенине пӗтернӗ те диплом илсен Пишпÿлек районӗн тӗп больницине медицина сестри пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. Ун чухне райбольницӑн тӗп тухтӑрӗ пулса Владимир Петрович Пасхин ӗҫленӗ, вӑл пур енӗпе те ҫак медицина учрежденийӗн тӗп хирургӗ те пулнӑ. Шӑпах ҫак ҫын ҫамрӑк медицина сестрин медицина сукмакне, калаçнă хыҫҫӑн, хирурги уйрӑмне вырнаҫтарса палӑртнӑ та темелле. Вара больницӑн хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ ҫак чаплӑ хирург: «Санӑн ҫирӗп кӑмӑлу килӗшет мана. Пире шӑпах ҫакӑн пек сотрудниксем йывӑр чирлисемпе ӗҫленӗ ҫӗрте кирлӗ. Ку ӗҫ ҫӑмӑл ӗҫ мар, анчах санӑн веҫех ӑнатех», — тенĕ. Вӑт ҫапла ҫул хыҫҫӑн ҫул сисӗнмесӗрех вӑтӑр сакӑр ҫул вӗҫсе иртнӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн героиня хирурги кабинетӗнче Владимир Акимович Иванов хирург патӗнче ассистент-пулӑшуҫӑ пулса ӗҫлет, чирлӗ пациентсене куллен йышӑнусем ирттерет, сурансене ҫыхать, операцисем хыҫҫӑн ҫӗвӗсене хывать.
Хирурги кабинетне хускану вӑхӑтӗнче ҫивӗч ыратакан, шыҫӑпа, шӑмӑ, сыпӑ тата ҫемҫе ӳт суранланнӑ пациентсем пыраҫҫӗ. Вӗсем дерматологи проблемисене те, шыҫӑпа е инфекци процесӗпе пӗрле сиенленни те нихӑҫан та тимлӗхсӗр юлмаççĕ — ҫӑпансем, абцессем, пӳрлешкесем, пиҫсе кайнисем, сурансемпе ҫыртнисем, ҫавӑн пекех организмра паллӑ мар пулса кайнӑ ҫивӗч ыратусем тухсан та. Хирурги кабинетӗнчи малтанхи тӗрӗслев сиплевӗн малашнехи тактикине палӑртассинче татӑклӑ вырӑн йышӑнать.
— Пурнӑҫра мана шӑпах чӑн-чӑн арҫынсемпе юнашар пулма питӗ ӑнчӗ, ҫавӑнпа мухтанатӑп та! — йăл кулса ӗҫтешӗсенчен калаҫӑва хӑйӗн ҫемйи ҫине куҫарать Наталия Иванова. — Шӑп вӑтӑр пилӗк ҫул каялла, ҫирӗм ҫул тултарсан, эпӗ кӳршӗри Ситекпуç ялӗнчен тухнӑ шанчӑклӑ та лайӑх çынна Владислав Иванова питӗ юратса качча тухрӑм. Вӑл Пишпÿлекри РЭСра аслӑ мастерта нумай ҫул вӑй хурать. Эпир тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсем пулӑшнипе Пишпÿлекре пысӑк та ҫутӑ ҫурт лартрӑмӑр. Владислав Егоровичпа виҫӗ ывӑл ҫуратса ӳстертĕмĕр. Аслӑ ывӑл, Алексей, ман йӗрпе кайрӗ, медицинӑна суйласа илчӗ. Вӑл вӗренсе тухрӗ те врач-хирург пулса тӑчӗ. Паян Чӑваш Енре Ҫӗнӗ Шупашкарти 21-мӗш хула больницинче ӗҫлет. Ывӑл авланнӑ, пире вӗсем икӗ илемлӗ мӑнук парнелерӗҫ. Иккӗмӗш ывӑл, Антон, Хусан хулинчи таможня управленийӗнче аслӑ сотрудникра вӑй хурать. Унӑн ҫемйинче икӗ ача ҫитӗнет. Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ вара, Павел — Хусанти авиаци институчӗн студенчӗ.
Ӗҫсӗр пуҫне килти хуҫалӑхпа аппаланма юрататӑп — ку ытларах чечек, пахча тата чӑх-чӗп ӗрчетесси. Эпир упӑшкапа Раҫҫей тӑрӑх машинӑпа ҫӳреме юрататпӑр. Ҫур ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳрерӗмӗр темелле. Кашни ҫул ҫӳрев — ҫӗнӗ туйӑмсемпе сӑнӳкерчӗксем, ҫӗнӗрен вӑй илме, кулленхи чӑрмавсенчен пӑрӑнма, вӑй-халпа тулма май парать. Сӑмахран, кӑнтӑралла Пятигорск хулине, пирӗн республикӑри «Янган-Тауна», çавӑн пекех Тутар Республикин тӗп хулине Хусана темиҫе хут кайса килнинчен манӑҫми туйӑмсем юлчӗҫ.
Килте, хӑтлӑ лару-тӑрура, мана хамӑн кану вырӑнӗ — чечексем кӗтеççĕ. Тӑрӑшса ҫитӗнтернӗскерсем тӗрлӗ тӗсӗсемпе, формипе куҫа савӑнтараҫҫӗ. Пахча вӑл — пачах уйрӑм юрӑ. Хамӑр алӑпа ӳстернӗ пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырла — маншӑн вӑл экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫ тата кил хуҫи хӗрарӑмӗн мӑнаҫлӑхӗ. Ҫак юратусем пурте пӗрле пулса пурнӑҫ туллилӗхне туйтараҫҫӗ. Ӗҫ вӑл — кирлӗлӗх, ҫул ҫӳрев вӑл — ӗмӗт, килти ӗҫ вара — манӑн ҫуртпа садӑн кашни кӗтесне хывнӑ юрату. Эпӗ шанса тӑратӑп: ҫул ҫӳревсенче те, килти ӗҫсенче те пире татах та нумай интереслӗ уçусемпе манӑҫми самантсем кӗтеҫҫӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.