Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
22 Кӑрлач , 12:41

Медицина патне чун выртать

Пишпÿлекри тӗп район больницинче пӗрремӗш хут тата оптимистла кӑмӑлпа Пушкӑрт патшалӑх медицина университечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен тӑватӑ ача сиплев практикине иртет.

Медицина патне чун выртать
Медицина патне чун выртать

Пишпÿлекри тӗп район больницинче пӗрремӗш хут тата оптимистла кӑмӑлпа Пушкӑрт патшалӑх медицина университечӗн пӗрремӗш курсӗнче вӗренекен тӑватӑ ача сиплев практикине иртет.
Январӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшӗччен тӗп хулари медуниверситетри пӗрремӗш курсра вӗренекен тӑватӑ çамрăк район больницинчи медицина ӗҫченӗсен пысӑк та туслӑ коллективӗн уйрӑлми пайӗ пулса тӑнӑ. Вӗсем кунта пулас тухтӑрсен «Пуҫламӑш професси пӗлӗвӗсемпе хӑнӑхӑвӗсене тӗпчес енӗпе паллашу практикине», «Чирлисене пӑхасси» вӗренӳ программипе иртеҫҫӗ. Вӗсем - Пишпӳлек студенчӗсем Максим Южанинов, Динар Адеев тата Татьяна Гильманова. Ангелина Николаева анчах Стерлитамак хулинчен. Тĕп район больницин регистратури патӗнче тӗл пулса калаҫрӑмӑр, шӑпах январӗн 25-мӗшӗнче ҫӗршывӗпе паллӑ тӑвакан студентсен кунӗ - Татьяна кунӗ умӗн. Пӗрремӗш курсра вӗренекен арҫын ачасем маскӑсемпе медицина спецтумĕсене тӑхӑннӑ, кӑмӑллӑ, анчах сахал калаҫаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа ытларах хӗрсемпе хутшӑнма тиврӗ. Татьяна Гильманова шӑпах январĕн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ иккен. Çавӑнпа ӑна ашшӗ-амӑшӗ Татьяна ят панӑ. Ангелина Николаева Стерлитамак шкулĕнче отличница пулнӑ, анчах та Пишпӳлек район администрацийӗн тата пирӗн районти больницӑн тӗллевлӗ направленийӗпе медицина аслӑ шкулне вӗренме кӗнӗ. Ҫак кӑмӑллӑ хӗрӗн йӑх тымарӗсем Пишпӳлекрен, вӑл медвуз хыҫҫӑн тата ординатура пӗтернӗ хыҫҫӑн Пишпӳлекре сиплеме кӑмӑл тунӑ. Практика вӑхӑтӗнче вӑл юратнӑ асламӑшӗ Людмила Валерьевна Николаева патӗнче пурӑнать. Аттестатсенче тата ЕГЭ питӗ лайӑх баллӑ тӑватӑ студент-практикант та республикӑри тӗп медвуза ҫӑмӑллӑнах вӗренме кӗнӗ, халӗ бюджет мелӗпе вӗренеҫҫӗ. Вӗсем пурте медицинӑна чун чӗннипе кайнине йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене ҫынсене сиплеме, хӑвӑртрах сывалма пулӑшма килӗшет. Малтан вӗренме йывӑртарах пулнă, анчах халӗ вӗсем аслӑ шкулсенчи студентсен кулленхи йӗркине кӗнĕ.
Пишпӳлекри тӗп больницӑн ертӳлӗхӗ хӗрсене реанимаци уйрӑмне, каччӑсене паллиатив уйрӑмне палӑртнӑ. Вӗсем тухтӑрсен опытне алла илеҫҫӗ: мӗнле ӗҫлемеллине тишкереҫҫӗ, чирлисене укол тума, медицина приборӗсене дезинфекцилеме пулӑшаҫҫӗ тата катетер улӑштарма вӗренеҫҫӗ. Практикӑран пушӑ вӑхӑтра пурте пӗр пек ҫывӑрма юратаҫҫӗ, каҫсерен тӑваттӑн Культура керменне кинофильмсене ҫӳреҫҫӗ, райцентрти каток ҫинче конькипе ярӑнаҫҫӗ. Студент-практикантсем медуниверӑн сиплев факультетӗнче вӗренеҫҫӗ. Вӗсен ултӑ ҫул вӗренмелле, пурин те ординатура иртмелле. Кунпа вӗсем, паллах, ҫӗнтерӗҫ! Хӗллехи пӗрремӗш сессие - химипе пӗр экзамен тата пилӗк зачет тӑваттӑшӗ те питӗ лайӑх тытнӑ. Ҫакӑншӑн вӗсене халӗ 2550 тенкӗ стипенди тивӗҫет.
Больницӑри студент-практикантсемпе ҫак кӗске тӗлпулу кӑмӑллӑ туйăм хӑварчӗ. Пулас ҫамрӑк тухтӑрсен оптимистла шухӑш-кӑмӑлӗ питӗ савӑнтарчӗ. Ҫапла вара наци сывлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра пулӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов

 

Медицина патне чун выртать
Медицина патне чун выртать
Автор: Марина Иванова
Читайте нас