Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
18 Нарӑсӑн , 11:39

Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене диспансеризаци иртме чӗнсе каланă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьре республика ҫыннисене диспансеризаци иртме чӗнсе каланӑ.

Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене диспансеризаци иртме чӗнсе каланă
Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене диспансеризаци иртме чӗнсе каланă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьре республика ҫыннисене диспансеризаци иртме чӗнсе каланӑ. Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксем сывлӑх пирки сайра шухӑшлаҫҫӗ.

«Чире сиресси унпа кӗрешессинчен яланах ҫӑмӑлрах. Сиплев кирлӗ пулсан вара ӑна иртерех пуҫласан аванрах», — аса илтернӗ Хабиров.

40 ҫула ҫитиччен диспансеризаци виҫӗ ҫулта пӗрре иртеççĕ. Аслӑраххисене кашни ҫул тӳлевсӗр тӗрӗслевсем тумалла.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 196,6 пин ҫын диспансеризаци иртнӗ. Радий Хабиров палӑртнӑ тӑрӑх, диспансеризаци вӑхӑтӗнче 30 пине яхӑн чире пӗрремӗш хут тупса палӑртнӑ. Вӗсен хушшинче социаллӑ хӑрушӑ чирсем-онкологи, сахӑр диабечӗ, чӗрен ишем чирӗ, туберкулез.

«Диспансеризаци программи лайӑхланни пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен, 2024 ҫулта пӗтӗмӗшле тӗрӗслев ҫумне репродуктивлӑ сывлӑх хаклавӗ хушӑннӑ. 2026 ҫулта анализсем пама май килнӗ, ҫав шутра инфарктпа инсульт хӑрушлӑхне тупса палӑртма, юнри ҫу шайне палӑртма, ҫын папилломин вирусне тупса палӑртма май пур», — пӗтӗмлетнӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.

 

Сӑнӳкерчӗкĕ: Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров / социаллă сеть.

https://www.bashinform.ru/news/medicine/2026-02-17/radiy-habirov-prizval-zhiteley-bashkirii-prohodit-dispanserizatsiyu-4582165

 

 

Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене диспансеризаци иртме чӗнсе каланă
Радий Хабиров Пушкӑртра пурӑнакансене диспансеризаци иртме чӗнсе каланă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас