

Республикӑн сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче палӑртнӑ тӑрӑх, ку ҫынсем ытларах чирлеме пуҫланине пӗлтермест. 10 пин ҫын пуҫне регистрациленӗ тӗслӗхсен шучӗ: 2021 ҫулта — 293,6; 2022 ҫулта — 323,6; 2023 ҫулта — 356,7; 2024 ҫулта — 373,4; 2025 ҫулта — 376,1.
"Статистика диагностика лайӑхланнипе ӳсет, мӗншӗн тесен хальхи медицина рак чирне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма май парать. Ҫавӑн пекех скринингӑн ҫӗнӗ инструменчӗсем те тупӑнчӗҫ — тӗслӗхрен, "Сывлӑх поезчĕсем" 2026 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫленӗ пӗрремӗш эрнере тухтӑрсем онкологие 12 тĕслехне тупса палӑртнă", — уҫӑмлатнă ведомство представителӗсем.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, ӗлӗк чылай тӗслӗхе асӑрхаман — вӗсене кая юлнӑ тапхӑрсенчех тупнӑ е пачах диагноз лартман, халӗ вара вӑхӑтра палӑртаҫҫӗ. Ҫаксем пурте ӑнӑҫлӑ сипленес шанӑҫа ӳстереҫҫӗ.
Пӗтӗмлетӳ. Отчетсенчи цифрӑсем ӳсеҫҫӗ, мӗншӗн тесен тухтӑрсем чир-чӗре лайӑхрах тупаҫҫӗ. Ҫакӑ ӑнӑҫлӑ сипленес шанӑҫа ӳстерет.
Профилактика тӗрӗслевӗсенчен ан хӑрӑр. Чи кирли - вӑхӑта вӗҫертмелле мар!
Автор: "Башинформ" ИА материалӗсем тӑрӑх.
Сăнÿкерчĕкĕ: Азамат Абдрафиков.