Мартăн 16-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕччен Раççейре «Вилĕмпе ăçта суту-илÿ тунине пĕлтер» наркотика хирĕçле акци иртет.
Акци тĕллевĕ — общественнăçа наркотика закона пăсса сутнине хирĕç тăма явăçтарасси, халăхран наркотикпа усă курни, сутни çинчен информаци илесси. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта асăннă акцие ялан хутшăнаççĕ. 6—9 классенче вĕренекенсем валли ытларах мероприятисем хатĕрлеççĕ.
Шкулти социаллă педагог Л.А. Харисова наркотиксен сиенĕ пирки калаçу, «ЗОЖ» темăпа анкета ирттерчĕ. Шкул ачисемпе ыйтăва сÿтсе яврĕç. Пурте сывлăхлă çын кăна пурнăçра мĕн те пулин çĕнсе илме пултарасси пирки пĕтĕмлетÿ турĕç.
Раççей МВД ПР тăрăх ĕçлекен пайра шанăç телефонĕ талăкĕпе ĕçлет (847) 279-32-92, унпа шăнкăравласан наркотик хатĕрленĕ, сутнă фактсем, притонсем çинчен информаци, www.02.мвд.рф сайтри «Наркотикам нет» вкладкăпа пĕлтерме пулать.