Чылай кил хуçи хĕрарăмĕсем çурт умĕнчи пĕчĕк пахчарах тем тĕрлĕ чечек те лартса ỹстерме кăмăллаççĕ. Çанталăк ăшăтса пынă май пахчаçăсем хăйсен çĕр участокĕсенче мĕнле культура акмалли-лартмалли пирки шутлама пуçланă ĕнтĕ.
Анчах çакна та асăрхаттарса хăварасшăн. Сирĕн лаптăкра хăйĕн илемĕпе тыткăнлакан мăкăнь çеçки курăнсанах ăна çийĕнчех кăкласа пăрахма тивĕ. Мĕншĕн тесен вăл наркотик тытăмлă ỹсен-тăран шутланать.