Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Наркотиксене - çук!
16 Июлӗн 2021, 07:59

Йытӑпа уçăлса çÿрекен хӗрарӑм «ăшлă» чулсем хунӑ

Наркотиксене хирĕç кĕрешес енӗпе ĕҫлекен Управлени ӗҫченӗсем Уфара ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ 51 ҫулхи уфимкӑна тытса чарнӑ. Оперативлӑ даннăйсем тӑрӑх, вăл интернет ĕмĕлке сигменчӗ урлӑ синтетика наркотикĕсем салатать тесе шутлаççĕ. «Заказ» илсен, вӑл законсӑр тавара туянакансем валли тĕрлĕ вăрттăн вырăнсене хурса хӑварнӑ.  

Йытӑпа уçăлса çÿрекен хӗрарӑм «ăшлă» чулсем хунӑЙытӑпа уçăлса çÿрекен хӗрарӑм «ăшлă» чулсем хунӑ
Йытӑпа уçăлса çÿрекен хӗрарӑм «ăшлă» чулсем хунӑ

Наркотиксене хирĕç кĕрешес енӗпе ĕҫлекен Управлени ӗҫченӗсем Уфара ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ 51 ҫулхи уфимкӑна тытса чарнӑ. Оперативлӑ даннăйсем тӑрӑх, вăл интернет ĕмĕлке сигменчӗ урлӑ синтетика наркотикĕсем салатать тесе шутлаççĕ. «Заказ» илсен, вӑл законсӑр тавара туянакансем валли тĕрлĕ вăрттăн вырăнсене хурса хӑварнӑ.

Закладчицӑна ирӗклӗхсӗр тӑратса хӑвараҫҫӗ.

«Ҫак ӗҫе хӗрарӑм иртен-ҫӳренсене пачах сис-чÿлентермесĕр тунă. Дама столица урамӗсем тӑрӑх йытӑпа уҫӑлса ҫӳренӗ, «скорость» текен япалана вӑрттӑн вырăнсем тӑрӑх салатса ҫӳренӗ. Ӗҫсӗр хĕрарăм Уфа Оренбург, Свердловск тата Челябинск облаҫĕсен территорийӗнче контактсӑр меслетпе законпа усă курма чарнӑ веществосем салатнă. Закладчица пӗрре те стажлă наркоманка евӗрлӗ мар тата чее сутуçа та ăшаман. Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан Управлени ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн хатӗрленнӗ, иртен-ҫӳренсем ун пирки пĕрре те начар шухăшлă тесе уйламан», — терӗҫ ведомство пресс-службинче.

Наркокурьер укҫа ӗҫлесе илеймен. Ҫак кунсенче усал шухӑшлӑ хӗрарӑма полицейскисем тытса чарнӑ, вӑл Беляков урамӗнчи черетлӗ тавара вăрттан вырăна хунӑ вӑхӑтра лекнĕ. Хĕрарăмра 78 полимер пакетне, порошок евӗрлӗ япаласене шыраса тупнӑ.

Унӑн уйрӑм ҫуртӗнче оперативниксем тата 15 пакет «скорость», фасовочнӑй материал, тараса тата скотч туртса илнӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР МВД.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас