Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
17 Августӑн 2021, 10:24

Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ артистне наркотиксемпе тытса чарнӑ

Кун пирки «Башинформ» пӗлтерет.  

Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ артистне наркотиксемпе тытса чарнӑ
Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ артистне наркотиксемпе тытса чарнӑ

Кун пирки «Башинформ» пӗлтерет.

Кăларăм пĕлтернĕ тăрăх, наркотик, прекурсорсем тата темиçе банк картти тупнă 37 ҫулхи артист Файзи Гаскаров ячĕллĕ халӑх ташӑ ансамблӗн балетĕнче тăрать. Унта 2004 ҫултанпа ӗҫлет. Арҫынна тытса чарнӑ, уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Ансамбльте ҫак вӑхӑтра коллективăн артистсен составӗ отпускра пулни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ҫакна та палӑртмалла: тытса чарнă çын — Пушкӑртстан Республикинчи тава тивĕçлĕ артисчӗ, ансамблӗн ертсе пыракан солисчӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: ПР МВД.

Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ артистне наркотиксемпе тытса чарнӑ
Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ артистне наркотиксемпе тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: