Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
8 Сентябрӗн 2021, 17:21

Хĕрарăма хваттерӗнче наркопритон йӗркеленӗшӗн айӑплӗҫ

Уфари Калинин районӗнчи прокуратура 37 ҫулхи Уфара пурăнакан хӗрарӑм пирки "наркотиксемпе иртӗхекен вырăнпа тӑтӑшах тивӗҫтересси" статьяпа айӑплав актне ҫирӗплетнӗ.  

ПР прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче айӑпланакан наркопритон хӑйӗн хваттерӗнче йӗркеленӗ. Вӑл хăй патĕнче чашӑк-тирӗкпе сӗтел-пукансем хатĕрленĕ, вӗсе наркотиксемпе иртӗхме кирлӗ пулнӑ. Наркоман пӳлӗмӗпе усӑ курнӑшӑн наркотиксем хатӗрлеме кил хуҫи арӑмне ингредиентсем панӑ.

"Оперативлӑ шырав мероприятийӗсенче хӗрарӑмӑн ĕç-хĕлне полици сотрудникӗсем чарса лартнӑ. Преступлени тунӑшӑн айӑпланакан айӑпа пӗтӗмпех йышӑннă", - терӗҫ надзор ведомствинче.

Уголовлӑ ӗҫе пăхса тухма суда янӑ.

"Башинформ" информацийĕпе.

Хĕрарăма хваттерӗнче наркопритон йӗркеленӗшӗн айӑплӗҫ
Хĕрарăма хваттерӗнче наркопритон йӗркеленӗшӗн айӑплӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: