Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
7 Ноябрӗн 2021, 15:20

Полицейскисем Уфари хваттерти наркопритона пӗтернӗ

Наркотикла япаласем тума мӗн кирлине пурне те туртса илнӗ.

Полицейскисем Уфари хваттерти наркопритона пӗтернӗ
Полицейскисем Уфари хваттерти наркопритона пӗтернӗ

"Мăкăнь-2021" комплекслӑ операципе профилактика операцийӗ вăхăтĕнче республикӑри наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан Управлени ӗҫченӗсем наркопритон тупса палӑртнӑ.
Полици палӑртнӑ тӑрӑх, 38 ҫулхи Уфа çынни наркотиксемпе иртӗхекен ҫынсем валли хӑйне "доза панăшăн" харпӑр хӑй пурӑнмалли ҫурт-йӗрне тӑтӑшах парса тӑнӑ. Наркотиксемпе иртӗхекене наркотик вӑрланӑшӑн тата упранăшăн уголовлӑ явап темиҫе хут та тыттарнӑ. 38 ҫулхи уфимеца тараватлӑ пулнӑшӑн каллех уголовлӑ яваплӑх кӗтет.
Инкек вырӑнне пӑхса тухнӑ чухне оперативниксем саккунсӑр наркăмăш тумалли компоненчӗсем, усӑ курнă шприцсемпе упаковкӑсене асӑрханӑ. Подъездра хими шӑрши уҫҫӑнах палӑрнă.
Полицейскисем килсе кӗнине пула ҫак наркопритона тӗп тунӑ. Наркотикла япаласем тума мӗн кирлине пурне те туртса илнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Полицейскисем Уфари хваттерти наркопритона пӗтернӗ
Полицейскисем Уфари хваттерти наркопритона пӗтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: