Çутă çул
+28 °С
Облачно
Наркотиксене - çук!
21 Декабря 2021, 04:18

Пушкăртстанра наркотика пула вилнисен шучĕпе районсен антирейтинг лидерĕсем паллă

  Наркотиксемпе наркӑмӑшланнипе Пушкӑртстанра 106 ҫын вилнӗ.  

Пушкăртстанра наркотика пула вилнисен шучĕпе районсен антирейтинг лидерĕсем паллăПушкăртстанра наркотика пула вилнисен шучĕпе районсен антирейтинг лидерĕсем паллă
Пушкăртстанра наркотика пула вилнисен шучĕпе районсен антирейтинг лидерĕсем паллă

  Наркотиксемпе наркӑмӑшланнипе Пушкӑртстанра 106 ҫын вилнӗ.

Регионти Роспотребнадзор кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, 2021 ҫулхи вунӑ уйӑх хушшинче вилнисене кӑтартакан кӑтарту 100 пин ҫын пуҫне 2,6 пин çынпа танлашнӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи çак тапхӑрта республикӑра пурӑнакан 92 ҫын вилнӗ.

Наркотиксемпе наркӑмӑшланнӑран вилнисенчен нумайӑшне Уфара регистрациленӗ — кунта 69 ҫын вилнӗ. Тата 5-шер ҫын Салаватпа Стерлитамакра, 3-шер Ишимбайра тата Нефтекамскра, 2-шер Белорецкра тата Кумертаура вилнӗ. Пĕршер çын вилнине специалистсем Благовещенскра, Дюртюлинче, Октябрьскинче, Туймазăра, Янаулта ҫырса илнӗ.

Наркотиксемпе наркӑмӑшланнисен шучӗпе антитрейтинг лидерӗсенче Уфа пулнӑ. Ун хыҫҫӑн Туймазă, Иглин, Архангельски, Благовещенск тата Кугарчă районӗсем пыраҫҫӗ.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстанра наркотика пула вилнисен шучĕпе районсен антирейтинг лидерĕсем паллă
Пушкăртстанра наркотика пула вилнисен шучĕпе районсен антирейтинг лидерĕсем паллă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас