Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
22 Нарӑсӑн 2022, 08:59

Пушкӑртстанра пурӑнакана полицейски тытса чарнă чух персе вӗлернӗ

Регионти МВД ертӳлӗхне çак ӗҫ тӗрӗслевне ирттерме палӑртнӑ.

Пушкӑртстанра пурӑнакана полицейски тытса чарнă чух персе вӗлернӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакана полицейски тытса чарнă чух персе вӗлернӗ

Инцидент Уфара пулса иртнӗ — иртен-ҫӳрен икӗ арҫын "Лада" автомобильпе пӗр уйрӑм ҫуртӑн хӳми патне ҫитсе унта тимӗр кӗреҫепе юр чавма тытӑннине асӑрханӑ. Вӑл 102 номерпе полицин дежурнӑй чаҫне шӑнкӑравлама шут тытнă.

Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем арçынсем кӗрт ӑшӗнче мĕн ҫухатнӑ тесе кӑсӑкланнă. Хуравлас вырӑнне граждансем тарса пытанасшӑн пулнă. Пӗр таркӑна ҫавӑнтах тытса чарнă, иккӗмӗшӗ, кӗреҫине малалла тытса, полици сотрудникӗ ҫине тапӑнма тытӑннă. Оперуполномоченнӑй сывлӑша асӑрхануллӑн персе янă, анчах арҫын чарӑнса тӑман. Полицейски ун еннелле пенӗ те тапӑнакана амантнă. Ҫакӑн хыҫҫӑн часах васкавлă пулӑшу чӗннӗ, анчах аманнӑ ҫын ҫавӑнтах вилсе кайнă.

Экспертиза кӑтартнӑ тӑрӑх, кӗрт ӑшӗнче закладка тупнӑ, пакетра усă курма юраман наркотикла мефедрон пулнă. Ку факт тӑрӑх уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Чишма районӗнче пурӑнакан 41 ҫулхи ҫын тĕлĕшпе унччен вӑрланӑшӑн тата власть тӗлӗшӗнчен пусмӑрланӑшӑн суд тунӑ пулнӑ. Унӑн юлташӗ, 38 ҫулхи уфимецăн наркотиксемпе саккунсӑр усӑ курнӑшӑн саккунпа йывӑрлӑхсем пулнӑ.

Регионти МВД ертӳлӗхне çак ӗҫ тӗрӗслевне ирттерме палӑртнӑ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, полици сотрудникӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ тӗрӗс. Тӗрӗслев материалӗсене Раҫҫей Следстви комитечӗн процесс йышӑнӑвне йышӑнмалли территори подразделенине парӗҫ, — пӗлтерет ПР Раççей МВД пресс-служби.

https://resbash.ru/news/pravo/

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.  

Пушкӑртстанра пурӑнакана полицейски тытса чарнă чух персе вӗлернӗ
Пушкӑртстанра пурӑнакана полицейски тытса чарнă чух персе вӗлернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: