+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пятки поселокра Кумертау хулин Раҫҫей ОМВД ӗҫлекенĕсем наркотиксемпе иртӗхекен 17 ҫулхи икӗ хӗре тытса чарнӑ.
Çул тулман преступницăсем - вырӑнти колледж студенткисем, хӑйсем вӗсем наркотиксемпе усӑ курмаҫҫӗ, анчах "ҫӑмӑл" ӗҫлесе илме май пуррипе усӑ курма шут тытнă.
Полици сотрудникӗсем каланӑ тӑрӑх, кун пек тăнрах яракан ӗҫ Кумертаушӑн сайра пулать, мӗншӗн тесен ялан тенӗ пекех "закладчиксен" тата сутуҫӑсен шутӗнче çитĕннĕ каччӑсемпе арҫынсем тӗл пулаҫҫӗ.
Çамрӑк хӗрсемшӗн мӗнле айăплав пуласси паллӑ мар, следстви вĕçленмен-ха.
Кумертау хулин Раҫҫей ОМВД пайĕн информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.