Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
17 Мартӑн 2022, 15:20

Кантӑрпа тытса чарнӑ

 Пишпӳлек районӗнчи Раҫҫей ОМВД дознавателӗсем уголовлă ĕç пуçарнă.

Кантӑрпа тытса чарнӑ
Кантӑрпа тытса чарнӑ

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен Пишпӳлек районӗнчи Раҫҫей ОМВД дознавателӗсем РФ УК 228 ст. 1-мĕш пайĕпе уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ (наркотик хатӗрне самаях пысӑк виҫепе саккунсӑр туянни, упрани, турттарни).

2022 ҫулхи февралӗн 7-мӗшӗнче полици сотрудникӗсем арҫынна тытса чарнӑ. Арҫыннӑн хӑйӗнпе наркотик — кантӑр самаях пысӑк виҫепе пулнӑ, ăна туртса илнӗ. Арҫын наркотиксене хӑйне валли пухнине ӑнлантарса панӑ.

Кантӑр (ӳсентӑран Cannabis) чи вӑйлӑ психостимулятор шутланать тата унпа нумай ҫӗршывра, çав шутра Раҫҫейре те, усă курма чарнӑ. Наркотиксемпе иртӗхнин тӗп хӑрушлӑхĕ — вӗсем пӗр самантрах организма пӑхӑнтарса тӑма тата кирек хăш ҫынна та начар витӗм кӳме пултарнинче. Cannabis ӳсентӑрансемпе вӑрах усӑ курни çыннăн психологи, ӳт-пӳ тата шухӑш-кӑмӑлне пăсать, йĕркеллĕ пурăнма чарать.

Наркомани — тӗрлӗ преступленисен чи пысӑк сӑлтавӗ, ҫав шутра йывӑр преступленисен те. Наркотиксемпе иртӗхни ҫынсем преступлени тӑвасси (час-часах вӑрлани) патне илсе çитерет, наркомансем черетлӗ дозӑшăн е ăна туянма укҫа-тенкӗ тăвас тесе тем те тума хатĕр.

Раҫҫей ОМВД Пишпӳлек районӗнчи дознани ушкӑнӗ.

 

Кантӑрпа тытса чарнӑ
Кантӑрпа тытса чарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: