Çирĕклĕ ял клубӗнче наркомание хирĕçле профилактикине тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлассине палӑртакан "Пĕл, такӑнас мар тесен" пӗлӳ сехечӗ иртнӗ. Калаҫу ҫын организмӗ ҫине наркотик мӗнле сиенлӗ витӗм кӳни ҫинчен; социаллӑ усал наркомани обществӑна мӗнле сиен кӳни ҫинчен пынă. Наркоманин право аспекчĕсене административлӑ тата уголовлӑ яваплӑха 14 ҫултанпах пуçланнине тишкернӗ.
Мероприяти тӑршшӗпех асӑрхаттару янӑранӑ: наркотиксене нимӗнле сӑлтавпа та тутанса пӑхма юрамасть, мӗншӗн тесен пӗрремӗш хут тутансанах пӑхӑнтарма пултарать. Малалла "Наркотиксем ниҫта та каймалла мар ҫул!" презентацине пӑхса тухнă.
Мероприяти вĕçĕнче пурте телейпе сывлӑх хӑйсен аллинче тесе пĕтĕмлетÿ тунӑ тата наркотиксен сиенӗ ҫинчен пӗлтерекен буклетсем илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри ял клубӗн социаллă сетьри страницинчен.