Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче наркоманипе тата наркобизнеспа Пӗтӗм тӗнчери кӗрешӳ кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак проблемӑн çивĕчлĕхĕ пӗтӗм тӗнчипе наркотиксене пӑхӑнни эрех-сӑра ӗҫнинчен те ытларах тата хӑвӑртрах пулса пынипе ҫыхӑннӑ. Наркомани -йывӑр чир, вӑл наркотик япалисене юратнипе, ӑна ҫав тери час хăнахнипе палӑрса тӑрать. Çамрӑксемпе ĕçлекен специалист А.Д. Зиганшина Усак-Кичури вăтам шкулта 9-10-мĕш класра вӗренекенсем валли "Наркотиксене - ҫук!" лекци ирттернĕ. Наркотиксен тӗрлӗ енӗсене тата вӗсем организм ҫине сиенлӗ витӗм кӳнине вӗренекенсем анлӑрах пӗлнĕ. Ачасем, ӑна пӗрре тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн, наркоман ӗмӗрӗ вăрăм мар пулин те, ӗмӗрлӗх наркоман пулса тӑнине ӑнланнă. Ҫавӑнпа та, илӗртӳ пысӑк пулсан та, ҫирӗп пулмалла. Çирĕп сывлӑхлӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ интереслӗрех те, усӑллӑрах та вӗт.
#БижбулякскийРайон
#СоциальнаяАктивность
#МеждународныйДеньБорьбыСнаркоманийИнаркобизнесом.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.