Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пишпÿлек район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсен ҫумӗ Алексей Данилов ертсе пынипе наркотике хирĕçле комиссин ларӑвӗ пулса иртнӗ.
Комисси ӗҫӗнче ПР Пишпÿлекри тĕп район больницин наркологи кабинечӗн ӗҫне йӗркелес ыйтусене пӑхса тухнӑ. Ку темӑпа Пишпÿлек больницинчи нарколог-психиатр В.Н. Захаров сӑмах тухса каланă.
Наркотикпа çыхăннă лару-тӑрӑва муниципалитет районӗнче 2022 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх мониторинг туни ҫинчен Раҫҫей ОМВД Пишпÿлек районӗнчи пуҫлӑхӗ А.Ф. Хазиев сӑмах тухса каланӑ.
Комисси ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вӗсене пурнӑҫланине тӗрӗслемелли тивӗҫлӗ рекомендацисем туса хатӗрленӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.