Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
31 Майӑн 2023, 11:54

Пӗтӗм Раҫҫейри наркотика хирĕç ҫул-йӗрӗн тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине популяризацилемелли уйӑхлăх

Наркотика хирĕç уйӑхăн тӗп тӗллевӗсем — наркоманипе наркопреступлени проблемисем ҫине тимлӗх уйӑрасси.

Пӗтӗм Раҫҫейри наркотика хирĕç ҫул-йӗрӗн тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине популяризацилемелли уйӑхлăх
Пӗтӗм Раҫҫейри наркотика хирĕç ҫул-йӗрӗн тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине популяризацилемелли уйӑхлăх

Майӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пӗтӗм Раҫҫейри наркотика хирĕç ҫул-йӗрпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине популяризаци тумалли уйӑхлăхӗ пуҫланнӑ.

Наркотика хирĕç уйӑхăн тӗп тӗллевӗсем — наркоманипе наркопреступлени проблемисем ҫине тимлӗх уйӑрасси, ҫул ҫитмен ачасене халех наркотиксен нушисем ҫинчен пӗлнин шайне ӳстересси тата вӗсен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗне хутшӑннӑшӑн яваплӑх тыттарасси; ачасемпе ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарасси, наркотика хирĕç комплекслӑ профилактика йӗркелесси.

Сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче медицина организацийӗсен тӳлевсӗр, анонимлӑ консультацисемпе рекомендацийӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗрки тӑрӑх парас тӗллевпе "Уҫӑ алӑксен кунӗ" акцисем иртӗҫ, ҫав шутра психиатр-нарколог тата медицина психолог тухтӑр консультацийӗсем кӗнеке выставкисене, информаци стенчӗсене наркотика хирĕç тематикине йӗркелесе ҫитерӗҫ. Информаципе пӗлӳ паракан калаҫусем ирттерме палӑртнӑ. Тӗрӗслев тата рейд мероприятийӗсем ҫул ҫитмен ачасем массӑллӑ пулнӑ вырӑнсенче наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗн сферинче преступленисемпе административлӑ право пӑснисене тупса палӑртма тата преступленисене чарма иртĕç.

Наркотика хирĕç уйӑхлăхӗн шайӗнче 8.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен 8 (347) 266-03-88 телефонпа "Шанӑҫ телефонӗн" ӗҫне йӗркеленӗ. Уйӑхлăх мероприятийӗсене 2023 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗччен пурнӑҫлӗҫ.

https://svetput.ru/news/modno-byt-zdorovym/2023-05-30/vserossiyskiy-mesyachnik-antinarkoticheskoy-napravlennosti-i-populyarizatsii-zdorovogo-obraza-zhizni-3280934

 

Пӗтӗм Раҫҫейри наркотика хирĕç ҫул-йӗрӗн тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине популяризацилемелли уйӑхлăх
Пӗтӗм Раҫҫейри наркотика хирĕç ҫул-йӗрӗн тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине популяризацилемелли уйӑхлăх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: