Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Наркотиксене - çук!
4 Августӑн 2023, 10:30

Стерлитамакри пĕр ҫемьен килĕнче 3,5 килограмм наркотик тупнӑ

Мӑшӑра арестленӗ.

Стерлитамакри пĕр ҫемьен килĕнче 3,5 килограмм наркотик тупнӑ
Стерлитамакри пĕр ҫемьен килĕнче 3,5 килограмм наркотик тупнӑ

Арҫынпа хӗрарӑм Пушкӑртстана Пермь крайӗнчен килнӗ.
Стерлитамакра наркотиксене сутакан ҫемьене арестленӗ. ПР УФСБ пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 ҫулти арҫын тата 34 ҫулхи хӗрарӑм Пермь крайӗнчи Соликамск хулинчен Пушкӑрт хулине ҫитнӗ. Стерлитамакра вӗсем хваттере тара илнӗ те вӑрттӑн бизнеспа - синтетикӑпа аппаланма пуҫланӑ.
Полици вӗсен хваттерӗнче 1,5 килограмм мефедрон тупнӑ, ӑна 485 пакета чĕркенĕ. Ҫак пакетсене гражданла мӑшӑр вӑрттӑн вырăна пытарма шутланӑ. Кунсӑр пуҫне, наркотиксен икĕ килограмне полици оборудованиленӗ вӑрттӑн вырӑнсенче тупнӑ. Мӑшӑра арестленӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑрт Республикинчи Раҫҫей УФСБ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-03/u-semeynoy-pary-iz-sterlitamaka-nashli-3-5-kg-narkotikov-3371026

 

Стерлитамакри пĕр ҫемьен килĕнче 3,5 килограмм наркотик тупнӑ
Стерлитамакри пĕр ҫемьен килĕнче 3,5 килограмм наркотик тупнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: