Раҫҫей МВД Уфари линейнӑй управленийӗн следстви пайĕ Стерлитамакра пурӑнакан 37 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпченӗ, вӑл наркотиксене пысӑк виҫепе саккунсӑр сутнӑшӑн айӑпланать.
Ведомство пресс-службинче "Башинформа" пӗлтернӗ тӑрӑх, февраль уйӑхӗнче Уфари ЛУ МВД наркотиксен саккунсӑр ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан оперуполномоченнӑйсем Куйбышев чугун ҫулӗн Шугуровка станцийӗ патӗнче "заклат" тăвакан пӗр ҫынна тытса чарнӑ. Айӑпланакан ҫын айăпне йышăннă. Арҫын наркотик тытăнса тăракан кӑмпа вăрлăхне туяннӑ, вӗсене лартнӑ та хӑй патӗнче ӳстернӗ. Тухăçне вӑл "заклат" хурса сутма палӑртнӑ. Вӑрттӑн вырӑнсем ӑҫта пулни ҫинчен интернет урлӑ пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра уголовнӑй ӗҫ материалӗсене Калинин районӗн судне янӑ. Айӑпланакана чи пысӑк наказани – 20 ҫула ҫитиччен ирӗкрен хăтарасси кĕтет.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раҫҫей МВД транспорт ҫинчи Уфари линейнӑй управленийӗн пресс-служби.